Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Халăх хаклать, сĕнỹсем парать - Яльчикская районная газета (25.03.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчен "Халăх тĕрĕслевĕ" портал (nk.cap.ru) ĕçлеме пуçланă.

Хальхи вăхăтра Раççейре влаçсен органĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе уççăн паллаштарас ĕç пырать. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура асăннă, Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви "Интернет" сечĕ урлă икĕ енлĕ çыхăну йĕркелемеллине палăртнă.

"Пысăк тухăçлăх тата уççăнлăх - хамăр ĕçе йĕркелемелли икĕ тĕп принцип. Эпир çакна виçĕ çул каялла пĕлтертĕмĕр тата çавăнтанпа ăна çирĕппĕн пăхăнса пыратпăр. Паян республикăри ĕç тăвакан влаç общественноçпа - политика партийĕсемпе, общество организацийĕсемпе, прессăпа, халăхпа - уççăн калаçма хатĕр".

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Çак проектăн тĕп тĕллевĕ - халăх шухăшне тĕпчесси, ăна хумхантаракан йывăрлăхсене шута илесси, влаç органĕсен - министерствăсемпе ведомствăсен халăхпа ĕçлессин ыйтăвĕсене ансатлатасси, çынсен шанăçне тỹрре кăларасси. Унпа килĕшỹллĕн, çакă - "Уçă Чăваш Ен" проект тăвас, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тата çынсем влаçа шанаслăхне ỹстерес ĕçри черетлĕ утăм.

Районсенче 1966-1990 çулсенче халăх тĕрĕслевĕн комитечĕсем ĕçленĕ. Вĕсем ĕç дисциплинине çирĕплетессипе, хуçасăрлăха пĕтерессипе, уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнипе, должноçра ĕçлекенсем уйрăм çынсен ыйтăвĕсене, çăхавĕсене пăхса тухассипе çыхăннă ыйтусене татса панă, производство эффективлăхне ỹстерессипе тата ытти киревсĕрлĕхе сирессипе ĕçленĕ. Паллă ял хуçалăх производствин организаторĕ, 1965-1994 çулсенче Ленин орденлĕ "Победа" колхозри комплекслă бригадăна ертсе пынă, Социализмла Ĕç Паттăрĕ Н.Панкратов палăртнă тăрăх, халăх тĕрĕслевĕн комитечĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пынă. Шел, 1990-мĕш çулсенче вĕсене пĕтернĕ.

"Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх тĕрĕслевне çĕнĕрен чĕртсе тăратса тĕрĕс тăвать, уççăнлăха палăртать", - тесе пĕлтерет Николай Иванович. Унăн сăмахĕсемпе килешсе тăмасăр май çук.

"Халăх тĕрĕслевĕ" портала хатĕрленĕ чухне министерство маларахри çитменлĕхсене шута илнĕ. Халĕ ыйтусене вырăсла та, чăвашла та йышăнаççĕ, сăн ỹкерчĕк вырнаçтарма, йывăрлăх хуçаланакан вырăн ăçта иккенне кăтартма та май пур. Ыйтусем 8 енлĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсем, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илемпе инфратытăм, çулсем тата ялхуçалăхĕ. Çак список малашне татах та ỹсме пултарать.

"Халăх тĕрĕслевĕ" порталăн уйрăмлăхĕ - влаç органĕсен электронлă документсен çаврăнăшĕн тытăмĕпе тачă çыхăнса тăни. Çакă çынсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран хăвăртрах татса пама май парать. Енчен те влаç органĕсене янă çырăва 30 кун хушшинче хурав параççĕ пулсан, "Халăх тĕрĕслевĕ" портал урлă янă ыйтăва министерство е ведомство 10 кун хушшинче хуравлама тивĕç. Асăрхаттарăва е сĕнĕве татса парас ĕç мĕнлерех пынине те çак ресурсра сăнама пулать. Ку портала компьютер урлă çеç мар, карас телефонĕпе смартфон урлă та кĕме май пур.

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал урлă сĕнỹ, асăрхаттару парас текен çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi.ru) регистрациленмелле, учет çыравне районти нумай функциллĕ центрта çирĕплетмелле.

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал ĕçлеме пуçланăранпа тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсене çынсенчен 400 ытла ыйту килнĕ. Çынсем, тĕпрен илсен, çулсен пахалăхĕ япăххи, урамсене çĕрлехи вăхăтра çутса тăманни, автомашинăсене лартма ятарлă вырăнсем çукки тата ытти йĕркесĕрлĕх пирки пĕлтереççĕ. Пирĕн районтан хальлĕхе икĕ ыйтупа çеç тухнă. Унăн авторĕ Тĕрĕслĕх (Правосуди) çурчĕн тата Тайпике юханшывĕн ячĕсене вырăсла çеç мар, чăвашла та çырма ыйтать. Паллах, ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ.

"Халăх тĕрĕслевĕ" порталăн усси пысăк. Çавăнпа районта пурăнакансем унран кирлĕ пулăшу ыйтасса шансах тăратпăр.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика