Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Асăрхаттарусене - "Халăх тĕрĕслевĕ" портала" - Комсомольская районная газета (07.02.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ интернет-сервис урлă çурт картишĕнчи тротуар, е парковка çукки, çул шăтăк-путăк е пăрлă пулни, ку е вăл лаптăка юртан тасатманни пирки тата ытти çитменлĕх пирки пĕлтерме пулать. Порталта тест тĕрĕслевĕсем вĕçленнĕ, вăл çынсенчен асăрхаттарусем йышăнма тытăннă. Унта халăхран тĕп 8 енпе (направленипе) сĕнỹсем йышăнаççĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илем, инфратытăм, çулсем тата ял хуçалăхĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çак енсен шутне татах та ỹстерме хирĕç мар. Çынсем чăвашла та, вырăсла та çырма пултараççĕ, сăн ỹкерчĕк вырнаçтарма та, йывăрлăх хуçаланакан вырăн ăçта иккенне карттăра кăтартма та май пур.

Январьте ку ресурса 67 пĕлтерỹ çитнĕ те. Вĕсем территорие тирпей-илем кĕртессипе, çулсен строительствипе, вĕсене юсассипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферипе çыхăннă. Пĕтĕм сĕнỹ-асăрхаттару енĕпе хуравсем пама пуçланă та. Çынсем çул пăрлак пулнипе, автомобильсене юраман çĕре лартнипе тата ыттисемпе кăмăлсăр. "Халăх тĕрĕслевĕ" портала сĕнỹ е асăрхаттару ярас тесессĕн çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi) учет çырăвĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслесе кирлĕ министерство-ведомствăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин влаç органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн системипе çыхăннă, çавна май çынсен "пĕлтерĕвĕсене" тỹрех отрасль ведомствине çитереççĕ.

Асăрхаттарăва татса парас ĕç мĕнлерех пынине çак ресурсра та, харпăр кабинетра та сăнама пулать. Ыйтăва вăл портала çитнĕ хыççăн 10 ĕç кунĕнче пăхса тухаççĕ. Ку çав тери меллĕ. Çавăнпа та унпа республикăра пурăнакансем анлăн усă курасса шанаççĕ. Ку портала компьютер урлă çеç мар, карас телефонĕпе, смартфон урлă кĕме пулать. "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта интерактив картти пур, вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи çивĕч ыйтусене палăртма май парать.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика