Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Çĕнĕ портал - "Народный контроль" - Моргаушская районная газета (21.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Çулсем çинчи шăтăк-путăк, хваттерсен картишĕсенче çутă çунманни, пуçтарман юр купаланса выртни е газон çине лартса хăварнă автомашина... Халĕ çак тата ытти проблемăсем пирки Чăваш Енре пурăнакансем "Народный контроль" порталта пĕлтерме пултараççĕ. Çĕнĕ ресурс республикăра 2014 çул вĕçĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Çак кунсенче портала тĕрĕслевлĕ тестласси вĕçленчĕ. Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăра пурăнакансене çĕнĕ интернет-сервиспа анлă усă курма сĕнет.

Чăваш Республикин "Народный контроль" патшалăх информаци системине туса хунин тĕллевĕ - Чăваш Енре пурăнакансемпе тÿрĕ çыхăну йĕркелесси, çынсен шухăш-кăмăлне палăртасси, республикăн обществăпа политика пурнăçĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пĕрлехи информаци анлăшĕ туса хурасси.

"Народный контроль" порталта пĕрремĕш хут харпăр хăй кабинетне кĕме ЕСИА (gosuslugiĕru портал) учет çыравĕ кирлĕ пулать. Кайран вара харпăр хăй кабинечĕпе "В контакте", "Facebook" тата "GoogleÇ" социаллă сетьсен аккаунчĕсене те сыпăнтарма пулать. Унта компьютертан та, мобильлĕ устройствăсенчен те кĕме пулать.

Çăхавсемпе сĕнÿсене, канашсене республикăра пурăнакансенчен "Народный контроль" порталта пĕтĕмĕшле 8 енпе йышăнаççĕ - кусем вĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисем, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илем кĕртесси тата инфраструктура, çулсем тата ял хуçалăхĕ. Малашне категорисен списокне çĕнĕрен те пăхса тухма май пулĕ. Вырăс тата чăваш чĕлхипе çырнă текстсемсĕр пуçне сăн ÿкерчĕк вырнаçтарма, çавăн пекех проблемăллă лару-тăру вырăнне кăтартма та пулать. Пĕлтернине модераторпа тĕрĕсленĕ хыççăн информацие ку е вăл министерствăна ярса параççĕ. Сайта кĕрекен ытти çынсем информаци тĕлĕшпе хăйсен шухăшне палăртма, çапла вара унăн рейтингне ÿстерме пултараççĕ.

"Народный контроль" портал Чăваш Республикинчи влаç органĕсен электрон документ çаврăнăшĕн системин тытăмне кĕрет. Çапла вара çынсем пĕлтерни е вĕсен çăхавĕ тÿрремĕн отрасль министерствине е ведомствине çитет. Ыйтăва пăхса тухмалли вăхăт - ăна портала вырнаçтарнăранпа 10 кун. Ыйтăва татса парасси мĕнле пынине харпăр хăй кабинетĕнче те, ресурсра хăйĕнче те йĕрлесе пыма май пур.

Кунсăр пуçне порталта интерактивлă картта вырнаçтарнă. Çакă республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи актуаллă проблемăсене палăртма май парать.

"Народный контроль" - ку вăл "Открытая Чувашия" проект тăвассипе, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тата влаçа шанассине ÿстерессипе тунă черетлĕ утăм.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика