Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Электронлă карттăсем пирки - Янтиковская районная газета "Ял ĕçченĕ" (05.12.2014)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

"Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парассине йĕркелесси çинчен" федераллă закона улшăнусем кĕртесси пирки" закон проектне Раççейĕн Патшалăх Думинче пăхса тухаççĕ.

Универсаллă электронлă карттăсене заявленисем çырнисене кăна пама йышăнасшăн.

Пирĕн республикăра 12,5 пин çын УЭК илнĕ, пурĕ 18 пин çын заявлени çырнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче, Муркашпа Шупашкар районĕсенче вырнаçнă пунктсенче УЭК илме е ăна илме килĕшменнине пĕлтерсе заявлени йышăнаççĕ.

УЭК çинче медицинăн тата пенси фончĕн полисĕсен, банк карттин номерĕсем пур. УЭКпа Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи хăш-пĕр троллейбуссемпе, автобуссемпе, маршрутлă таксисемпе çỹреме пулать. УЭКăн транспорт хушăмĕн балансĕ çине терминалсемпе банкоматсем пулăшнипе укçа-тенкĕ хывма пулать. Кăмăлăр пулсан УЭК çине электронлă цифрăллă алă пуснине те вырнаçтараççĕ. Ку электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕ илессине çăмăллатать.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика