Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Общество транспорчĕпе çỹренĕшĕн - Комсомольская районная газета «Каçал ен» (30.07.2014)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Чăваш Енре пурăнакансем кăçал пĕрремĕш çур çулта общество транспорчĕпе çỹренĕшĕн универсал электрон карттăпа (УЭК) усă курса 17974 хут тỹленĕ. Вăтамран уйăхра çул çỹренĕшĕн УЭКпа 3 пин ытла хут тỹлеççĕ. Карттăпа çак тĕллевпе январь уйăхĕнче чи сахалли усă курнă - 2333 хут, чи нумаййи - март уйăхĕнче (3460 хут). Çакнашкал кăтартусемпе паллаштарать "Пĕрлехи транспорт картти" ООО.

Паянхи кун пассажирсем Çĕнĕ Шупашкарти маршрут таксийĕсене (11, 12, 14, 15, 20, 20к №-лисене), Шупашкарти 30, 33, 42, 44, 46 №-лĕ тата хула çумĕнчи 626, 265.1, 511э, 112, 555, 536 №-лĕ "маршруткăсене" ларса кайнăшăн транспорт карттипе е УЭК-па тỹлеме пултараççĕ. Унсăр пуçне УЭКпа Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар троллейбусĕсенче тата "Чăвашавтотрансăн" пассажир транспортĕнче усă курма пулать.

Çул çỹренĕшĕн тỹлес тесен карттăна ятарлă терминал çине çеç хумалла. Çав хатĕр чек парать, унта çул çỹрев хакне, вăхăта тата датăна, маршрут номерне, харпăр счетра мĕн чухлĕ укçа юлнине кăтартнă. Общество транспортĕнче электрон мелпе тỹлекенсем пĕр тенкĕ сахалрах тăкакланаççĕ, хула çумĕнчи транспортра - кашни километршăн 30 пус йỹнĕрех. Универсал электрон карттăсем Чăваш Ене федераци хушăмĕсемпе (идентификаци, банк, СНИЛС, ОМС) килеççĕ. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать (карт-ридер урлă). Июль уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 16,5 пин çын УЭК илесси пирки заявлени çырнă, 9,1 пинĕ унпа усă курать ĕнтĕ.

("ХЫПАР").

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика