Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://info.cap.ru/
Июнĕн 1-мĕшĕ – ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун. Кăларăмăн çак рубрикине хамăрăн вулакансен чи кĕçĕн йышне халаллас терĕмĕр. Вĕсен хушшинче «Ералаш» киножурнала курманнисем пур тесен ĕненмен пулăттăм, кăткăс пăтăрмахлă, çав вăхăтрах ансат сюжетсем «сенкер экран» умне йыхăрсах тăраççĕ-çке! Унăн продюсерĕ Геннадий КУРЛАЕВ вара Атăл леш енчи «Росинка» спортпа кану центрĕнче нумай пулмасть иртнĕ «Атăлçи тĕл пулăвĕсенче» вĕсене ÿкернĕ чухнехи вăрттăнлăхсене кăна мар, çак ĕçшĕн тивекен гонорар виçине те, «калаçма пĕлекен» чĕр чунсене ăçтан илнине те уçса пачĕ. Çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен халăхсен хушшинчи фестивальне редакци журналисчĕсене те хутшăнма тÿр килчĕ.
– «Ералаш» ÿкерме тата унта ÿкерĕнме çăмăл-и?
– Тĕрĕссипе, пĕрре те çăмăл мар. Пĕр сюжет виçĕ минут таран тăсăлать. Ăна вара трюклă пулсан икĕ кун та ÿкерме тивет. Пултаруллă ачасем те çакна пурте тÿсеймеççĕ, мĕншĕн тесен режиссера тивĕçтерес тесен пĕр ĕçе вун-вун хут та пурнăçлама тивет – çутăпа, çутăсăр, урăхларах, майĕпенрех т.ыт те.
– Сирĕн ĕçре мĕнле самантсем ытларах асра юлаççĕ?
– Пĕррехинче Хура тинĕс хĕрринче «Загадка» кăларăма ÿкернĕ чухне ÿте сăрлама Мускаври пĕр лавккаран сăрă туянтăмăр. Сценари тăрăх, гримм хура тĕслĕ пулмаллаччĕ. Анчах та вăл типсен тĕп сăнар камера умне сип-симĕс тухса тăчĕ. Ăна çуса яма вара сахалтан та виçĕ-тăватă сехет кирлĕ пулчĕ. Сюжетсенчен тепринче Раççей халăх артисчĕ Геннадий Хазанов вылярĕ. Унăн сĕтел айне пытанмаллаччĕ. Тахăш самантра пиротехника сирпĕнсе кайнă – актерăн пиншакĕ çунма пуçларĕ. Кама кулă, кама – хулă теççĕ кун пек чухне…
– Сирĕн яланах пĕр артистсем выляççĕ…
– Эпир кунпа кĕрешетпĕр, çавăнпа та пултаруллă ачасене шыратпăр. Пултаруллă çамрăк актерсемшĕн чăннипех те хĕрÿ тупăшу пырать. Художество ертÿçи Борис Грачевский ку енĕпе питĕ çирĕп ыйтать.
– Сирĕн пата «ăнсăртран»лекме пулать-и?
– Кун пек тĕслĕхсем çук мар.
– Хальхи вăхăтра чылай хулара «Ералаш» киножурнал студийĕсене уçма пуçларĕç. Вĕсене çырăнакансен телекăларăмра ÿкерĕнме шанăç пур-и е ку ултав çеç-и?
– Вĕсем «Ералаш» маркипе сюжетсем ÿкереççĕ, анчах та çак ĕçсем пирĕн пата çитеймеççĕ. Ку ултав мар. Борис Грачевскийпе ача-пăча студийĕсен ертÿçисен пирĕн маркăна усă курасси пирки калаçу пулнă, анчах та вăл пурне те ирĕк памасть – малтан хаклать, сăнать… Ку вăл хăйне евĕрлĕ хатĕрлев, вĕрентÿ шкулĕ.
– Эсир хăвăр кадра миçе хут лекнĕ? Сирĕн тăванăрсем ÿкерĕнеççĕ-и?
– Хама пĕр хутчен курса юлтăм. Тăвансем – çук. Йăмăкăн ывăлĕ кăна çунашкапа ярăнса анни кадра кĕрсе юлнă.
– Сюжетсене ăçтан илетĕр?
– «Ералаш» валли историсене кирек кам та шухăшласа тупса пирĕн студие ярса пама пултарать. Çапла майпа унăн авторĕсем страница çурă текстшăн 25 пин тенкĕ гонорар ĕçлесе илме пултараççĕ.
– Сюжетсенче ÿкерĕнекен ачасем вара, вăрттăнлăх мар пулсан, мĕн чухлĕ ĕçлесе илеççĕ?
– Питĕ сахал. Тĕп рольшĕн пĕр пин тенкĕ çурă кăна. Ачасем – çăлтăрсем мар, вĕсемшĕн пирĕн студи чи малтанах пултарулăх лаççи. Çав вăхăтрах хăйĕн актер пурнăçне пирĕн студирен пуçланă Александр Головин акă киножурналта ÿкерĕнме пуçланă хыççăн икĕ çултанах хваттерлĕх, «БМВ» автомобильлĕх ĕçлесе илчĕ. Паллă актерсене кăна ансат. Пĕр сюжетра ÿкерĕннĕшĕн акă паллă пĕр артиста 120 пин тенкĕ тÿленин вăрттăнлăхне уçам…
– Эсир «Ералаша» хăвăр мĕнле майпа лекнĕ?
– Ăнчĕ – çакă кăна. Манăн пĕр паллакан режиссура факультетне тăхăр çул вĕренме кĕме хăтланчĕ – вĕренме кĕчĕ. Анчах та вĕсен ушкăнĕнчи 15 çынран иккĕшĕ кăна хăйсен профессийĕпе ĕç тупрĕç. Пурне те тÿрех ăнмасть. Эпĕ вара ача чухне çак киножурнала пăхса унта ÿкерĕнме кăна ĕмĕтленнĕ. Мускавра та мар, Воронежра çуралнă. Унта, паллах, ку енĕпе палăрма майсем пулман. Мускавра пурăнма пуçласассăн та малтан строительсене хатĕрлекен института пĕтертĕм. Кирпĕч ванчăкĕсен хушшинчи пурнăç кичем пек туйăнчĕ те алă сулса тарăхса, усаллăн Мускав урамĕсем тăрăх тухса утрăм. Пăхатăп – пĕлтерÿ: режиссура факультетне сценарист-режиссерсен аслă курсĕсене халăха пухаççĕ-мĕн. Каятăп терĕм. Кинорежиссер профессине илнĕ хыççăн та тÿрех ĕçе вырнаçма май килмерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн кăра 90-мĕшсем: халăха кинофильм кăтартасси-и унта?! Çăкăр валли укçа çитместчĕ… 1993-1996 çулсенче çĕршывра пĕр кинофильм та ÿкермен тесен те йăнăш мар. Эпир хамăрăн юлташпа, операторпа, электричкăсенче хаçат сутса çÿрерĕмĕр. Кайран вара такам ман пирки – институтра вĕренекен пултаруллă çамрăк çинчен – аса илсе реклама роликĕ ÿкерме сĕннĕ, унтан Мускав дельфинарийĕ пирки тепĕр сюжет… Çаплах чиновниксен, депутатсен пурнăçĕ пирки роликсем ÿкерме явăçтарчĕç. Килĕшрĕ. Борис Грачевский хăйĕн патне чĕнсе илчĕ. Вăл ун чухне кинематографи академийĕн продюсерĕччĕ. Мускав хула Думи депутатсем пирки роликсем ÿкерме сĕннине пĕлтерчĕ. «Ералаша» килес теместĕн-и?», – ыйтрĕ çав тĕл пулурах. Эпĕ вара икĕ урапа сиксе-ташласа: «Палла-а-а-а-ах!», – тесе хуравларăм. Ку вăл 2001 çулта пулчĕ.
– Ятарлă эффектсене мĕнле майпа тăватăр?
– Кăна валли специалистсем пур. Чылайăшне декораторсем тăваççĕ, май çуккине вара ÿкереççĕ, компьютер графикипе хатĕрлеççĕ.
– Раççей премьер-министрĕн ывăлĕ Илья Медведев та сирĕн киножурналта ÿкерĕннĕ теççĕ? Çакă тĕрĕс-и?
– Тĕрĕс. Унăн пултарулăхне асăрханă, выляма суйласа илнĕ. Ăна такам илсе килнĕччĕ пулас.
– Сюжетсенче «калаçакан», хушнине пĕтĕмпех пурнăçлакан чĕр чунсем тĕл пулаççĕ…
– Вĕсене – хур-кăвакалтан пуçласа лаша таранах – Мускавра чĕр чунсене вĕрентсе хатĕрлекен центрта тупатпăр.
– «Ералаш» актерĕсем хăçан канаççĕ?
– Вĕсен кану çук. Çуллахи каникулта та, ачасем вĕренÿрен пушă вăхăтра, студисенче чи хĕрÿ тапхăрсем пуçланаççĕ.