Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Атăл çинчи тĕл пулусем - газета "Тăван Ен" (08.05.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Тунтикун Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче «Атăл çинчи тĕл пулусем-26» фестивале хупнă чухнехи церемоние ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Тăватă куна пынă тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич фестивале хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, вĕсемпе çĕнĕ медиа-культура йĕркеленĕвĕ пирки калаçрĕ. Пуçлăх ачасемпе çамрăксене малашне те ÿсĕмсем тума чĕнсе каланă. «Раççей малашлăхĕ талантлă çамрăксенче», – терĕ вăл.

Фестивалĕн хисеплĕ хăнисем пурте юратакан «Приключения Электроника» фильмра тĕп сăнарсене вылянă Владимирпа Юрий Торсуевсем пулчĕç. Михаил Васильевич вĕсемпе те сăмах хушрĕ.

Йăлана кĕнĕ фестивале кăçал Раççейĕн 63 хулинчен 350 çын – аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем – пухăннă. Чылайăшĕ шкул ÿсĕмĕнчех телестудисенче ăсталăхне туптать. Вĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарма РФ Журналистсен союзĕн, ТВЦ телеканал, «Русский репортер» журнал, Мускаври патшалăх университечĕн тата Хусанти федераци университечĕн журналистика факультечĕсен представителĕсем çитнĕ. Атăл леш енчи семинарсем, ăсталăх класĕсем, çавра сĕтелсем Пĕтĕм Раççейри çамрăк журналистсен лигин чăваш уйрăмĕ тата ЧР Информполитика министерстви ертсе пынипе иртнине палăртни вырăнлă.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика