Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Хĕрлĕчутайсем "Халăх тĕрĕслевĕ" порталпа усă курмаççĕ - Красночетайская районная газета (22.05.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Асăннă порталта районти çитменхсем çинчен пĕлтерме май пур.

Хальхи вăхăтра республикăри власть органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки халăха уççăн пĕлтерес енĕпе активлă ĕçлеççĕ. Çак тĕлĕшпе 2014 çул вĕçĕнче "Халăх тĕрĕслевĕ" ("Народный контроль") портал ĕçлеме тытăнчĕ (nkĕcapĕru).

Министерствăсемпе ведомствă-сен ĕçĕ-хĕлĕ патне халăх шанчăкĕ ỹстĕр тесе йĕркеленĕ порталта хайпăрхин шухăшне пĕлтерме ансат. Ыйтусене вырăсла та, чăвашла та йышăнаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ граждансем асăннă порталта коммуналлă хуçалăх, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илемпе инфратытăм, çул-йĕр тата ялхуçалăхĕ тĕлĕшпе ыйтусем пама пултараççĕ.

Палăртмалла, портал тытăмĕ ыйтăва сăнỹкерчĕксемпе çирĕп-летме те май парать.

Республикăра пурăнакансем "Халăх тĕрĕслевĕ" порталпа усă курма пуçланăранпа 500 ытла ыйтăва йышăннă. Ытларах çынсем çулсем япăххи, урамсенче çутă çителĕксĕрри, автомобильсене ăçта кирлĕ унта лартни пирки пĕлтереççĕ. Ыйтусем ытларах Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Красноармейски районĕсенче пурăнакансенчен килеççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансенчен хальлĕхе вара пĕр ыйту та пулман. Пĕр-пĕр ыйту е чăрмав сиксе тухсан "Халăх тĕрĕслевĕ" порталпа усă курни питĕ пысăк витĕм кỹнине шута илсе, хĕрлĕчутайсене те асăннă пулăшупа усă курма, активлăрах пулма чĕнсе калатпăр.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика