Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://info.cap.ru/
Нумай пулмасть 86 çула çитекен Фадей Константинов Çĕнтерÿ кунĕ çитес умĕн хăйĕн «Тăван Ен» хаçатăн калем ăстисем» ятлă пиллĕкмĕш кĕнекине презентацилерĕ. Маларах, 2000-мĕш çулта «Ишек тăрăхĕнче», 2003-мĕш çулта çак ятпах иккĕмĕш кĕнеке, 2011-мĕш çулта «Кÿкеçпе Ишек тăрăхĕнче», 2013-мĕш çулта «Сторона моя Ишаксая» кĕнекесем кун çути курнăччĕ.
Фадей Константинович Сарапакасси ялĕнче çуралнă, анчах унăн амăшĕ çав çулах Кипеккассине пурăнма куçать. Çак ялта вăл ашшĕсĕрех ÿссе паллă та хисеплĕ çын пулса тăрать. Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ – сакăр медаль, çирĕм ытла Мухтавпа Хисеп грамотин хуçи, тыл ĕçченĕ.
Фадей Константинов Аслă вăрçă пуçлансан 12 çулта пулнă, çапах колхозра аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. 1948-мĕш çулта «Гвардия» колхозри комсомолецсем ăна ертÿçе суйлаççĕ. 1949 çулхи декабрь уйăхĕнче унăн Ишлей районĕн хаçатĕнче пĕрремĕш статйи пичетленет. 1950-60 çулсенче Ишекри клуб ертÿçинче те ĕçленĕ вăл. 1956-мĕш çулта Марина Максимовнăпа çемье çавăрса пилĕк ачана çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. 1969-80-мĕш çулсенче «Слава» совхозри парти комитечĕн секретарĕ, агроном, пĕр вăхăт колхоз председателĕн çумĕ, 1970-90-мĕш çулсенче Ишек ял Совет ĕçтовкомĕн председателĕ пулнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухсан Фадей Константинов çичĕ çул Ишекри краеведени музейĕнче аслă методистра тăрăшать.
«Тăван Ен» хаçатăн калем ăстисем» ятлă пиллĕкмĕш кĕнеке – хăйнеевĕр библиографи справочникĕ. Кунтах «Тăван Ен» хаçат историйĕ тата райхаçатăн штатра тăман хастар корреспонденчĕсен кĕске биографийĕсем вырăн тупнă. Фадей Константинович кĕнекене Нина Антонова, Тамара Верендеева, Екатерина Григорьева, Антонина Ефимова, Фадей Константинов, Анатолий Лепин, Ксения Михайлова, Леонид Павлов, Николай Платонов, Валентин Синельников, Николай Смирнов, Михаил Карпов статйисене кĕртнĕ. Материала пичете хатĕрлеме пулăшаканĕ – Ишек шкулĕн вĕрентекенĕ Екатерина Григорьева. Справочник авалхи тата хальхи сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Пурăна-киле çак кĕнеке шкул ачисене, вĕрентекенсене, библиотека, клуб ĕçченĕсене, ял хуçалăх специалисчĕсене тата ахаль çынсене район историне тĕпченĕ чухне самай усă парĕ.
Çĕнĕ кĕнекепе паллаштарнă чухнехи мероприятире Фадей Константинович çапла каларĕ: «Хальхи саманара материала типографи витĕр кун çути кăтартма çăмăл мар. Кăçал Раççейре Литература çулталăкне, Чăваш Енре Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тунă май хам çак ĕçе тÿпе хывнине туятăп».
Николай Платонов, Шоркка