Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал - пысăк çăмăллăх" - Шемуршинская районная газета (04.02.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Çурт  картишĕнче тротуар е парковка çукки, çул шăтăк-путăк е пăрлак пулни, вăл е ку лаптăка юртан тасатманни тата ытти çитменлĕх пирки Чăваш Енре пурăнакансем "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта (nk.cap.ru) пĕлтерме пултараççĕ. Çĕнĕ интернет-сервис пирĕн республикăра 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Порталта нумаях пулмасть тест тĕрĕслевĕсем вĕçленнĕ, çавна май вăл халăхран сĕнỹсемпе асăрхаттарусем йышăнма тытăннă. Çакăн пирки ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ брифингра министр заместителĕ Алексей Новиков, информаци технологийĕсене ĕçе кĕртекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова, "Халăх тĕрĕслевĕ" информаци ресурсĕ" проект ертỹçи Михаил Арбатов каласа кăтартрĕç. "Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне иртнĕ çул янă Çырăвĕнче пирĕн министерство умне Интернет сетĕнче халăхпа çыхăну тытмалли системăна йĕркелемешкĕн тĕллев лартрĕ. Çавна май питĕ пысăк ĕç пурнăçларăмăр, "Халăх тĕрĕслевĕ" портал - шăпах унăн кăтартăвĕ", - терĕ Алексей Александрович. Ку проектăн тĕп тĕллевĕ - халăх шухăшне тĕпчесси, ăна канăçсăрлантаракан йывăрлăхсен мониторингĕ, республикăн обществăпа политика пурнăçĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явмашкăн пĕрлехи информаци уйне йĕркелесси. Çакă - "Уçă Чăваш Ен" проект тăвас, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тата вĕсем влаçа шанаслăхне ỹстерес ĕçри черетлĕ утăм. Асăннă проталта халăхран тĕп 8 енпе ( направленипе) сĕнỹсем йышăнаççĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илемпе инфратытăм, çулсем тата ялхуçалăх. Вăхăт иртнĕçемĕн çак енсен шутне татах ỹстерме хирĕç маррине пĕлтерчĕç брифингра. Çынсем чăвашла та, вырăсла та çырма пултараççĕ, сăнỹкерчĕк вырнаçтарма та, йывăрлăх хуçаланакан вырăн ăçта икенне карттăра кăтартма та май пур. "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта сĕнỹ е асăрхаттару çырас тесен çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi) учет çыравĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслет те кирлĕ министерство-ведомтсвăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин влаç органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн системипе çыхăннă, çавна май çынсен "пĕлтерĕвĕсене" тỹрех отрасль ведомствине çитереççĕ. Асăрхаттарăва татса парас ĕç мĕнлерех пынине çак ресурсра та, харпăр кабинетра та сăнама пулать. Ыйтăва вăл портала çитнĕ хыççăн 10 ĕç кунĕнче пăхса тухмалла. Ку портала компьютер урлă çеç мар, кĕсье телефонĕпе смартфон урлă та "кĕме" пулать. "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта интерактив картти те пур, вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи çивĕч ыйтусене палăртма май парать.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика