Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал - пысăк çăмăллăх" - Яльчикская районная газета (07.02.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Çĕнĕ интернет-сервис пирĕн республикăра 2014 çулхи раштав уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Порталта нумаях пулмасть тест тĕрĕслевĕсем вĕçленнĕ, çавна май вăл халăхран сĕнỹсемпе асăрхаттарусем йышăнма тытăннă.

Ку проектăн тĕп тĕллевĕ - халăх шухăшне тĕпчесси, ăна канăçсăрлантаракан йывăрлăхсен мониторингĕ, республикăн обществăпа политика пурнăçĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явмашкăн пĕрлехи информаци уйне йĕркелесси. Çакă - "Уçă Чăваш Ен" проект тăвас, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тата вĕсем влаçа шанаслăхне ỹстерес ĕçри черетлĕ утăм. Асăннă порталта халăхран тĕп 8 енпе (направленипе) сĕнỹсем йышăнаççĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу, çыхăну, социаллă сфера, бизнес, экологи, тирпей-илемпе инфратытăм, çулсем тата ял хуçалăхĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çак енсен шутне тата ỹстерĕç. Çынсем чăвашла та, вырăсла та çырма пултараççĕ, сăн ỹкерчĕк вырнаçтарма та, йывăрлăх хуçаланакан вырăн ăçта иккенне карттăра кăтартма та май пур.

"Халăх тĕрĕслевĕ" порталта сĕнỹ е асăрхаттару çырас тесен çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (gosuslugi) учет çыравĕ кирлĕ. Ку информацие модератор тĕрĕслет те кирлĕ министерство-ведомствăна ярса парать. Портал Чăваш Республикин влаç органĕсен документсен электрон çаврăнăшĕн системипе çыхăннă, çавна май çынсен "пĕлтерĕвĕсене" тỹрех отрасль ведомствине çитереççĕ. Асăрхаттарăва татса парас ĕç мĕнлерех пынине çак ресурсра та, харпăр кабинетра та сăнама пулать. Ыйтăва вăл портала çитнĕ хыççăн 10 ĕç кунĕнче пăхса тухмалла. Ку портала компьютер урлă çеç мар, кĕсье телефонĕпе смартфон урлă та "кĕме" пулать.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика