Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Хаçатпа юнашар - алла-аллăн" - Аликовская районная газета (14.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Эпĕ полиграфист е журналист пулма ĕмĕтленмен. Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хĕрачана пурнăç çулĕ район центрĕнчи типографие илсе çитерчĕ. Шурă çурт алăкне хăюсăррăн уçса кĕни вара асрах. Пысăках мар коридорта «Редактор» тесе çырни куç тĕлне пулнăччĕ. Кĕçех яштака пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ çамрăкрах арçын курăнса кайрĕ. Ку шăпах ертÿçĕ - Аркадий Кустиков редактор пулнă. Вăл тÿрех манран мĕн сăлтавпа килнине ыйтса пĕлчĕ. «Кунта ĕçе вырнаçма пулать-ши;» - тесе ыйтсан хирĕçлемерĕ.

Эпĕ çавăншăн савăннăччĕ, паллах, хумханнăччĕ те. Тепĕр кунне ирех çитрĕм типографие. Цеха кĕрсен куç-пуç алчăрарĕ. Ĕçĕ пачах та çăмăл мар. Тÿрех нимех те тăваймăн. Шрифтсемпе ĕçлеме пĕлмелле иккен. Кашнине уйрăммăн тытса сăмах тумалла, унтан - предложени. Çапла майпа хаçат страницисене тултармалла. Ĕçлекенсен аллисем вара хуп-хура, шрифт сăрăллă-çке.

Мĕнпур ĕçлекен типографи çуртĕнче (халĕ унта çĕвĕ цехĕ, авт.) вырнаçнăччĕ. Икĕ пÿлĕме журналистсем йышăннă, ыттине - полиграфистсем. Цехра - пĕр вĕçĕмсĕр ĕç шавĕ. Çав условисенчех тимлетчĕç хаçат сотрудникĕсем, статья хыççăн статья шăрçалатчĕç. Аслă юлташсем пулăшнипе, хам тăрăшнипе типографи хĕрĕ пулса тăтăм, наборщица профессине алла илтĕм. Кашнин - пĕрер страница, типографи чĕлхипе каласан - полоса эппин. Ăна хăвăртрах тултарассишĕн тимлеттĕмĕр. Ку енĕпе Нина Серафимова, Раиса Митрофанова (Торпкасси), Елена Васильева (Тавăт) питĕ тăрăшуллăччĕ. Хаçат тухичченхи кун йывăр килетчĕ. Алă вĕççĕнех пухса çитернĕ-çке полосасене.

Типографи хĕрĕсем пичет ĕçĕнче те хастарччĕ. Татьяна Кузьмина (Урмай), Зоя Михайлова (Мăн Йăлкăш), Тамара Васильева (Эренар) тăватă-пилĕк пин экземплярлă район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерессишĕн чăлкăм куç хупмасăр ĕçленĕ. Пичетленнĕ хыççăн кирлĕ пулман шрифт пуххи. Ăна «кассăсене» каялла салатса тепĕр номере кăларма хатĕрленнĕ, çапла вĕçĕ-хĕрисĕр ĕç пынă типографире. Ехремкасси хĕрĕ Роза Орлова (Калмыкова) маçтăр шутланатчĕ.

Хаçата ятарлă машинăпа пичетленипех ĕç вĕçленмен-ха. Пысăк тиражлă кăларăма алăпа шутланă, çĕршерĕн-çĕршерĕн хутлатса михĕсене тултарнă. Ирхи сакăр сехет тĕлне хатĕрччĕ хаçат. Нина Филиппова техничка тулли михĕсене çыхăну узелне алă вĕççĕн, хĕллехи вăхăтра çунашкапа леçетчĕ.

Хаçата илемлĕ, пуян содержаниллĕ тăвассишĕн журналистсем ырми-канми тимленĕ. Пĕр ĕç коллективĕ шутланнă ун чухне хаçат редакцийĕпе типографийĕ. Аркадий Кустиков (Хирлеппуç) ертсе пыракан йышра Александр Мешков (Вутлан), Ананий Иванов (Вутлан), Николай Курцов (Якунекасси), Михаил Кустиков (Хирлеппуç), Николай Пахомов (Етĕрне районĕнчен) журналистсем питĕ пултаруллăччĕ. Каярах редакцире Вениамин Павлов (Тури Хурасан), Геннадий Федоров (Куракăш), Виталий Одинцов, Ираида Иванова (Элĕк) тата ыттисем те вăй хучĕç. Валентина Михайлова (Ярушка) корректор тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ. Лидия Павлова (Элĕк) секретарь-машинисткăра нумай ĕçлерĕ, каярах компьютера та «çăварлăхларĕ». Полиграфистсемпе журналистсен ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелсех пычĕ, пурлăх бази вăйланчĕ. Типографире пичетлекен пĕртен-пĕр кивĕ машина вырăнне çĕнни хушăнчĕ. Наборлакан машинăсене (линотип) иккĕ таранах вырнаçтарчĕç. Вĕсене ĕçлеттерме ятарласа курссенче вĕреннĕ çамрăксем хушăнчĕç. Пĕрремĕш линотипистка Эренар хĕрĕ Надежда Павлова (халĕ Иванова, Вутлан) пулчĕ. Хыççăн ку техникăна Нина Серафимова (Торпкасси), Полина Ефимова (Асамат), Зоя Орлова (Ехремкасси), Роза Гаврилова (Кĕçĕн Тăван) алла илчĕç. Елизавета Ананьева (Эренар) «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Шел, унăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. Ровинна Капарова, Зинаида Семенова (Эренар), Зоя Андреева (Тукач), Валентина Матьянова (Элĕк) опытлă полиграфистсем РФ Пичет министерствин Хисеп хучĕсене илме тивĕçрĕç. Типографи ĕçне йĕркелесе ертсе пырас ĕçре Фаина Константинова (Элĕк) ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Элĕк полиграфисчĕсемпе журналисчĕсем ÿсĕмсем те тунă. Республикăри хаçатсен смотр-конкурсĕнче виçĕ хутчен малти вырăнсене йышăнчĕç. Малтан «Колхоз хаçачĕ», хыççăн «Ленин çулĕпе», юлашки вăхăтра «Пурнăç çулĕпе» ятпа тухса тăракан хаçатăмăр çамрăклансах пынăн туйăнать. Кăларăм 2000 çултанпа редакцире компьютер меслечĕпе калăпланать те Шупашкарти Издательство комплексĕнче пичетленет. Кăçалхи Çĕнĕ çултан унăн сăнĕ татах та хитреленсе улшăннине вулакансем асăрхарĕç пулĕ.

Редакци ĕçĕ-хĕлĕ, ăнăçлăхĕ редактортан нумай килет. Эпĕ астăвасса, ку яваплă должноçра Аркадий Кустиков (Хирлеппуç) чĕрĕк ĕмĕре яхăн, Юрий Корнилов (Вутлан) 16 çул, Леонид Владимиров (Элĕк) - 6, Валериан Степанов (Мăн Тукташ) 2 çул тăрăшрĕç. Ку йывăр лава эпĕ те туртса куртăм.

Паянхи редакцире çамрăк журналистсем, Эльвира Кузьмина, Вера Морозова хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен материалсем хатĕрлессишĕн вăй хураççĕ. Хаçата компьютер технологийĕпе ăсталассипе Надежда Ивановăпа Светлана Павлова тимлеççĕ. Хастар йыша пултаруллă ертÿçĕ Марина Леонтьева хушăнни те пысăк шанăç кÿрет.

Сакăр теçеткерен иртнĕ хаçатăм малаллах пăхни, пурнăç таппинчен юлманни савăнтарать. Унăн аталанăвĕнче, кун-çулĕнче манăн тÿпе те пур. Ку тытăмра пĕр улшăнмасăр нумай çул вăй-хала шеллемесĕр ĕçлени - маншăн чи пысăк телей.

Елена ТИМОФЕЕВА,

пичет ĕçĕн ветеранĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика