Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Пичет кунĕ ячĕпе" - Красноармейская районная газета (20.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

ăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче, шăматкун, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа, Шупашкарта, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академипе драма театрĕнче уяв пулчĕ. Хаçатсен тĕп редакторĕсемпе Чăваш наци музейĕнче малтанах ЧР Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев “çавра сĕтел” ирттерчĕ, унта МИХсем умĕнче (вĕсем халĕ республикăра 191) тăракан задачăсене сỹтсе яврĕç. Уяв вара театрта малалла тăсăлчĕ. Журналистсене, издательсене тата полиграфистсене професси уявĕсем ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ А. С. Иванов, ЧР Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Н. В. Малов, ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ В. П. Комиссаров ăшшăн саламларĕç, Чăваш Енĕн ку чухнехи прессин представителĕсене çирĕп сывлăх, пултарулăхра малашнехи çитĕнỹсем, интереслĕ темăсемпе геройсем, ырă хыпарсем сунчĕç, чи маттуррисене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Унтан уяв концерчĕ иртрĕ. Пирĕн районтан праçнике “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ Н. В. Козлова, пай редакторĕ В. М. Данилов, корректорĕ М. С. Романова, электронлă набор операторĕ А. Ю. Николаева тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Н. Суховетрюк хутшăнчĕç. 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика