Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Кивĕ сăн ỹкерчĕк манма памасть" - Яльчикская районная газета "Елчек ен" ("Яльчикский край") ) (17.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Кивĕ сăн ỹкерчĕк манма памасть

Хаçат сотрудникĕсем темле пултаруллă пулсан та пĕр туххăмрах кашни ялта пулаймаççĕ. Вырăнти çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтра, тĕплĕн паллаштаракансем вара пирĕн хаклă туссем - ялти корреспондентсем. Вĕсемсĕр хаçат та интереслĕ тухман пулĕччĕ.

Ĕмĕрне фотокорреспондентра ĕçлесе ирттернĕ Николай Григорьев вулакансене виçĕ теçетке çулта районти пултаруллă та харсăр çĕршер çынна сăн ỹкерчĕк тăрăх паллаштарнă. Хальхинче сире иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен вĕçĕнчи сăн ỹкерчĕкпе паллаштаратпăр. Хĕрлĕçырти Петр Михайлович Михайлов ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Кавалти Илья Павлович Павловпа Исемпелĕнчи Виталий Павлович Лепешкин ялкорсем район хаçачĕпе яланах туслă çыхăну тытнă. Петр Михайлович вăхăтĕнче район хаçачĕн редакторĕнче те ĕçленĕ. Хисеплĕ тусăмăр халĕ тăхăр теçеткепе утать, редакцине килсех çỹрет-ха.

Пичет кунĕнче ялкорсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явасси çирĕп йăлана кĕнĕ вăл вăхăтра. Шел, ĕлĕкхи тусăмăрсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Илья Павловичпа Виталий Павловича тата ытти ялкорсене эпир хамăр чĕремĕрсенче упратпăр. Архиври сăн ỹкерчĕксем хаçат тусĕсене манма памаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: П.Михайлов, И.Павлов, В.Лепешкин.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика