- Кивĕ сăнÿкерчĕксене пăхатăн та - аса илÿ хыççăн аса илÿ. Унчченхи вăхăтсене таврăннăнах. Мĕн тери хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Пĕрле тăрăшнă журналистсене, хаçат ĕçченĕсене яланах ырăпа, тав туса аса илетĕп. Чăннипех çав вăхăт чăваш пичечĕн чăн чĕрĕлнĕ саманчĕ пулчĕ. Хаçат тиражĕ те ÿсрĕ, 53 пин, 70 пин, 80 пин... Икĕ çул 85 пин тиражпа тухса тăнă. Çамрăксем килнĕ май коллектив тĕрекленчĕ, хаçат интереслĕрех тухма пуçларĕ. Корректорсем те аслă пĕлÿ илчĕç.
- Демьян Филиппович, Эсир хăвăра чăваш пичечĕн Ренессансĕнче ĕçлесе курнă теме пултаратăр эппин?
- Паллах, паллах. Чăваш пичечĕ шăп аталанса, çирĕпленсе çитнĕ, çунат сарнă вăхăтсем вĕсем.
Паян пирĕн хăна - пичет ветеранĕ, сумлă ĕçтешĕмĕр Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, парти ĕçченĕ Демьян Филиппович Семенов, Чăваш пичечĕн уявĕ умĕн унпа тĕл пулса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.
1959-1971 çулсенче вăл «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн /халĕ «Хыпар»/ литература сотрудникĕ, корреспонденчĕ, культура, литература тата искусство пайĕн пуçлăхĕ, редактор çумĕ, 1974-1988 çулсенче - хаçат редакторĕ пулнă.
1988-1991 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вунпĕр çул /1995-2006/ ЧР Патшалăх Канашĕн редакципе издательство пайне ертсе пынă, çав вăхăтрах «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Ведомоçĕсем» журналăн редакторĕ пулнă.
- Демьян Филиппович, журналистсен, уйрăмах чăвашсен, çакăн пек уяв пуррин пĕлтерĕшĕ пирки сирĕн шухăшăра пĕлес килет. Мĕн вăл чăваш пичечĕ?
- Чăваш пичечĕ пурри, паллах, питĕ аван, вăл кирлĕ, мĕншĕн тесен тăван чĕлхепе çĕр ытла кăларăм тухать, издательство пур, журналистсен йышĕ пысăк. Çав вăхăтрах çĕршыв анлăхĕпе илсессĕн - çакнашкал пайланса кайни манăн кăмăла каймасть. Эпир пурте - чăвашсем те, тутарсем те, пушкăртсем те, ыттисем те - хамăрăн кил-картишре çеç мар, пĕтĕмĕшле йышпа, пĕр шухăшпа пурăнатпăр. Çавăнпа та икĕ тĕрлĕ кăмăл пек манăн, пĕр енчен, чăваш журналисчĕсемшĕн савăнатăп, тепĕр енчен, темле - уйрăлса кайнă пек.
- Çапах та тăван чĕлхепе пичетленекен хаçат-журналта ĕçлекенсемшĕн хĕпĕртетĕрех ĕнтĕ?
- Паллах. Хальхи вăхăтра ЧР Журналистсен союзĕ вăйланса пырать, йыша çамрăксем килеççĕ. Кăштах канăçсăрлантараканни те çук мар-ха. Чăваш журналистикин тата пичечĕн энциклопедине хатĕрлеме кăшт та пулин хутшăнма тивнĕрен çапла калама пултаратăп, ваттисем çинчен çителĕксĕртерех пĕлеççĕ пирĕн çамрăксем. Коллективсенче, хаçат редакцийĕсенче хăйсен малтанхи редакторĕсем манăçа тухнă. Архивĕсем те çук пулмалла, çыннисене те палламаççĕ. «Хыпар» хаçата илсен, ку енĕпе пурте йĕркеллĕ темелле. Хаçатăн юбилейне хатĕрленнĕ май чылай ĕçленĕ Хыпарçăсем. Çапах та хăш-пĕр кăлтăксăр пулмарĕ, вĕсене упранса юлнă документсем, аслă юлташсем каласа панисем тăрăх тÿрлетме тиврĕ. Никама та манса хăвармарăмăр пек.
Никама та манса хăвармарăмăр пек. Ытти хаçатăн чылай хушамат юлни паллă пулчĕ. Энциклопедин электрон версине тунă чухне вĕсене шута илĕç-ха.
- Эсир çамрăк чухне Николай Никольский йĕркелесе янă «Хыпар» çинчен илтнĕ-и?
- Вăл пурăннине те пĕлнĕ. Хам филолог пулнă май чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ çинчен питĕ лайăх пĕлнĕ, анчах та вăхăчĕ çапла килнĕ-çке: буржуалла-эссерла, националистла хаçат тесе асăрхаттарнă. Çавна май ун чухне пирĕн хаçат Александр Лбов хаçачĕ шутланнă.
Николай Васильевичпа хăйĕнпе курнăçма та тÿр килнĕ. Вăл пĕррехинче Шупашкарта наука-тĕпчев институчĕн ларăвне хутшăннăччĕ.
- Мĕнлерех çынччĕ вăл?
- Типшĕм, шĕвĕр сухаллă ватă çын. Питĕ интеллигентлă тата кăмăллăскерччĕ. Ытлашши калаçмарĕ. Ыттисене питĕ тимлĕн итлесе ларчĕ.
- Демьян Филиппович, эсир хăвăр журналистика çулĕ çине тăнă тапхăра таврăнар-ха.
- 1959 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçлеме пуçларăм. 21 çултаччĕ. Ĕçтешсем - фронтра пулнă опытлă журналистсем: Семен Данилов, Филипп Александров, Михаил Якимов, Михаил Костин, Ипполит Иванов... Вĕсенчен кăштах çамрăкраххисем - Валентина Минеева, Иван Борискин, Аркадий Малов. Çакскерсем культура пайĕнче ĕçлетчĕç. Интереслĕ çынсемччĕ. Мана малтан ялхуçалăх пайне лартрĕç. Пинер чи тÿрех: «Эс кам ачи?» - тесе ыйтрĕ. «Хĕлип Ванькки», - тетĕп. «Мĕнле ăнланмалла кăна?» - малалла тĕпчет ĕçтешĕм. Атте - Хĕлип, ялта мана Ваньккă тенĕ», - тетĕп. Ялтисене Демьян ят килĕшмен те шкул пĕтеричченех мана Ваньккă тесе чĕнетчĕç.
Çамрăка пур çĕре те туртатчĕç, тĕрлĕ пайра ĕçлеме тиврĕ.
Пăтăрмахсăр та пулман, икĕ хаçата - «Коммунизм ялавĕпе» «Советская Чувашия» кăларăмсене - пĕрлештерсе дубляж тума хăтланчĕç. Анчах та Михаил Якимов çине тăнипе, парти обкомĕ те пулăшнă ĕнтĕ, ăна ячĕшĕн çеç çапла турĕç. Хаçатсене сыхласа хăварма май тупрĕç çав-çавах. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çавăн пек виçĕ çул ĕçлерĕмĕр. Шăпах ун чухне асăннă хаçатсен культура пайĕн заведующийĕ пулма тÿр килчĕ.
- Эсир журналистика ĕçĕнчи пур «картлашкапа» та утса тухнă: литература сотрудникĕнчен хаçат редакторĕ таран çĕкленнĕ. Тархасшăн, аса илсемĕр: хăш тапхăр пирки чи йывăрри тата кăсăкли тенĕ пулăттăр?
- Малтанхи вăхăтра, паллах, йывăртарахчĕ. Фронтра пулнă аслă юлташсем умĕнче темшĕн айăплă туяттăмччĕ хама. Вĕсен пурнăç опычĕ пысăк, вăрçăра пулнă, ун умĕн пурте хаçатра ĕçленĕ. Çав вăхăт маншăн чăннипех пур енĕпе те çирĕпленмелли, хамăн позицие палăртмалли тапхăр шутланчĕ. Вĕсем вĕрентсе калани пысăк урок пулнă.
Коллектив туслăччĕ. «Эсĕ пĕлместĕн, çамрăк-ха, пултараймастăн», - тесе никам та кÿрентермен, сивĕ сăмах каламан.
Пĕлĕве ÿстерсе пымаллине яланах асра тытнă, çавна май партин аслă шкулне вĕренме кайма тĕв тытнăччĕ. Куçăнсăр майпа та вĕренме пулатчĕ, анчах Мускава курас килет-çке. Унта журналистика факультетне пĕтертĕм /1973/, кандидат минимумне хÿтĕлерĕм. Хаçата таврăнсан редактор çумĕнче çур çул ĕçлерĕм. Вара çав çулхи ноябрь вĕçĕнче Мускавра, партин Тĕп комитетĕнче, редактор пулма тивĕçлĕ тесе çирĕплетрĕç. «Коммунизм ялавĕн» 1974 çулхи январĕн 3-мĕшĕнчи номере алă пусса кăлартăм. Çапла тата вунтăватă çул иртсе кайрĕ.
- Мĕнлерех улшăнусем пулчĕç?
- Ваттисем тивĕçлĕ канăва кайма пуçларĕç. Çамрăк вăй кирлине туйса тăтăмăр. Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ уçăлсан республикăри Журналистсен союзĕпе пĕрле университетра обществăлла йĕркепе журналистсем хатĕрлесси çинчен калаçса татăлтăмăр. Çав ушкăнпа Сергей Полкачев, Алина Лукиянова, Татьяна Ильина килчĕç. Питĕре, Мускава, Свердловска вĕренме ярса илтĕмĕр. Кайран йĕркеленсе кайрĕ: журналистика уйрăмĕ уçрĕç, факультет та пулчĕ.
- Демьян Филиппович, Эсир общество ĕçне те хастар хутшăннă. ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Унти опыт тĕп ĕçре пулăшнă-и?
- Ун чухне редакторсем КПСС парти обкомĕн бюровĕн членĕ пулнă, çавна май районсенче те лайăх пĕлетчĕç, правасем те пысăкланчĕç. Тата манăн ЧАССР Аслă Канашĕн тăватă суйлавĕнчи /9-12/ депутачĕ пулма та тÿр килчĕ.
Бюро членĕ пулнă май кашни ларăва хутшăннă, республика пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă самантсемпе, пĕтĕмлетÿсемпе хаçатра усă курнă. Çакă хаçатăн витĕмне ÿстерме пулăшрĕ. Çулталăкра ял-районтан 23 пин çыру килетчĕ.
Ун чухнехи ачасенчен нихăшĕ çинчен те хурласа калаймастăп. Тăрăшса ĕçленĕ. Опыта пуянлатма партин Аслă шкулĕ çумĕнче курссем ăнăçлă ĕçлетчĕç. Хаçат редакторĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институт пурччĕ, унта виçĕ хут пулнă. Уйăхшар вĕреннĕ. Атăл - Вятка редакторĕсем яланах пĕрлеччĕ, мĕн çĕнни, лайăххи пур - çавна ăша илме тăрăшнă. Вĕреннисĕр пуçне пултарулăх ĕçченĕсемпе ирттерекен тĕлпулусене хутшăннă. Михаил Ульянов, Василий Лановой, Юрий Яковлев пек çынсемпе курнăçнă, паллă театрсен спектаклĕсемпе киленнĕ. Çаксем пур енĕпе те пĕлĕве анлăлатма май панă.
- Хальхи депутатсен хушшинче журналистсем, культура ĕçченĕсем çукрах. Мĕншĕн-ши? Халăх вĕсене шанмасть-ши?
- Çакă патшалăх политики çуккипе çыхăннă. Аслă Канаш йĕркелессине ирĕке янă, халăх суйлать тенĕ. Апла мар, депутат хăй суйланать: укçа пур - депутата каять. Писателĕн, журналистăн, композиторăн унта лекме май та çук. Ĕлĕк квота панă: писатель те, композитор та... пулмалла. Пултарулăх союзĕсен председателĕсем пурте тенĕ пекех депутат мандатне тытса курнă. Вĕсен çивĕч ыйтăвĕсем пирки тата кам лайăхрах пĕлтĕр?
- Чăваш массăллă информаци хатĕрĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас тесен мĕн тумалла-ши?
- Кулленех вуласа пынă май çакна калама пултаратăп: журналистсем ытларах чухне писатель пек сăнласа çыраççĕ. Чылай материалта тишкерÿ çитмест. Журналист хаклавĕ кирлĕ. Тепĕр чухне пĕлÿ шайĕ сахалли те сисĕнет. «Хыпар» чĕлхи те кăткăсланса çитнĕччĕ. Çак самантсене шута илсе ĕçлеме сĕннĕ пулăттăм.