Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн çĕнелнĕ «Хыпар» Издательство çурчĕ» АУ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма учреждени директорĕнчен-тĕп редактортан Алексей Леонтьевран ыйтрăмăр.
- Алексей Петрович, вулакансен йышĕ улшăнсах тăрать. Тепĕр чухне пуриншĕн те уçăмлă чăнлăхсем патне тепре таврăнма тивет. Эсир мĕн патне таврăнасшăн?
- Эпĕ иртнĕ ĕмĕрти 6-мĕш çулăн кăрлачăн 21-мĕш кунне таврăнăттăм. Шăпах çав кун Хусанта чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Йĕркелÿçи тата редакторĕ - Николай Васильевич Никольский. Ун чухне вăл - çамрăк ученăй, чăваш тата ытти халăх ачисене тĕрлĕ заведенире вĕрентнĕ, куçару комиссийĕнче ĕçленĕ, тĕн кĕнекисене куçарнă, тĕрлĕ ытти кăларăм хатĕрленĕ.
Николай Васильевичăн çав кунхи паттăр ĕçне паян аса илмеллех. Тата «Хыпарăн» синкерлĕ тапхăрĕсене куç умне кăларасшăн. Пĕрремĕшĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 7-мĕш çулĕнче хаçатăн 65-мĕш номерĕ тухнă хыççăн вĕçленнĕ. Иккĕмĕш хут «Хыпар» 1917 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухма тытăннă. Анчах кун-çулĕ 1918 çулхи нарăс уйăхĕнче каллех татăлнă - «Канаш» хаçат йĕркеленнĕ. 1918 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Хусанта «Хыпарăн» виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. «Виçĕ номер - виçĕ синкер» евĕрлĕ пулăмпа асра юлнă вăл. Виçĕ номершăн чăвашсен паттăр виçĕ çынни пуç хунă, Н.Никольскин пулăшуçисенчен пĕри, хаçат редакторĕ Агафья Гавриловна Гаврилова, Николай Михайлович Рубачев çамрăк журналист, чăваш историне Тимахви Хури ятпа кĕрсе юлнă социал-революционер /эсер/ Тимофей Николаевич Николаев. Большевиксен çамрăк влаçĕ виççĕшне те судсăр-мĕнсĕр персе пăрахнă.
1918 çулхи юпа-чÿк уйăхĕсенче Ĕпхÿре «Хыпарăн» тăваттăмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Вăл Комуч хаçачĕ шутланнă. Тăхăр номер хыççăн Н.Никольский никĕсленĕ «Хыпарăн» ĕмĕрĕ татăлнă. Ун вырăнне иккĕмĕш хут «Канаш» тухма пуçланă. Çĕнĕ саманара, влаç улшăннă вăхăтра хаçатăн та çĕнелмелле пулнă паллах. «Канаш» 1937 çулччен тухнă, кайран «Чăваш коммуни» ятпа сарăлнă. 1952-1991 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» ятпа халăх патне çитнĕ. 1991 çулхи çурлан 30-мĕшĕнчен çĕнĕрен «Хыпар» ятпа тухма тытăннă.
- Чăваш пичечĕн историйĕнче 2013 çул республикăри чăваш хаçачĕсемпе журналĕсем пĕр çемьене пĕрлешнипе асра юлчĕ. Медиахолдинг туса хунин тĕллевĕ мĕнре-ши?
- Патшалăх тытăмĕсем укçа-тенкĕ перекетлес ыйтăва тĕпе хураççĕ. Эпĕ, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, 1996 çултах медиахолдинг тăвас тĕллевлĕччĕ. «Çамрăксен хаçатне» тепĕр хут чĕртсе тăратрăмăр /1996 ç./, «Чăваш хĕрарăмне» /1997 ç./, «Сывлăх» /1998 ç./, «Кил-çурт, хушма хуçалăх» /1999 ç./ хаçатсене кăларма пуçларăмăр. Çав тапхăрта чăваш хаçачĕсене пĕр çĕре пуçтарас ыйтупа эпĕ тĕрлĕ министр патне темиçе те çырнă. Раççей Федерацийĕнчи наци республикисенче пĕрремĕш медиахолдинга эпир, чăвашсем, йĕркелерĕмĕр. Йăнăшатăп, пĕртен пĕр холдинга. «Хыпар» йышши хаçатсем пур çĕрте те хăйсем çеç - пĕччен - тухса тăраççĕ.
ЧР Правительстви республика статусĕллĕ мĕн пур кăларăма «Хыпар» Издательство çуртне шанса пачĕ. Çакă шăпах ĕнтĕ 2013 çулхи чи паллă пулăмсенчен пĕри.
- Медиахолдинг йĕркелени кулленхи ĕç-хĕле мĕнле çĕнĕлĕх кĕртрĕ?
- Пĕрремĕш çĕнĕлĕх - халĕ эпир пĕр çемьере пурăнатпăр. Иккĕмĕшĕ, чăнах та, перекет пур. Ертÿлĕхре улшăнусем пулчĕç. Унчченхи пек виçĕ тĕп редактор мар, виçĕ тĕп бухгалтер мар...
- Паянхи кун çĕнĕ тытăмри ĕç-хĕл картана ларнă-и. Йывăрлăхсем ура хумаççĕ-и?
- Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнчен «Хыпар» Издательство çуртне «Атăл-Волга» тата «Тантăш» АУ йышĕсем куçрĕç. Авăн, юпа, чÿк, раштав уйăхĕсем ертÿлĕхшĕн, уйрăмах маншăн, питĕ йывăр пулчĕç. Урăх çын ĕçне ăнланма мехел çитерекен çакна аван ăнланать ĕнтĕ. Хăшне-пĕрне хытса ларнă йăла-йĕркерен пистерме тиврĕ. Çапах та çĕнĕ лару-тăру... «Хыпар» Издательство çурчĕ хăвăрт ĕçлеме хăнăхнă. Çак хăвăртлăха, оперативлăха пурин те ĕлкĕрсе пымалла.
- «Хаçатсене пĕрлештерни хăш-пĕр кăларăма пĕтерсе хурать» йышши сас-хура тухнăччĕ. Чăннипех çапла пулмĕ-и?
- Кунашкал сăмахсене эпĕ хам та темиçе çынран илтнĕ. Дилетант текен ăнлав пур. Мĕн вăл хаçат. Мĕн вăл журнал. Вĕсем çакна вуçех чухламаççĕ. Ку - пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ - пирĕн хушăра ялан тиркекен, чăркăшланакан, хивреленекен йыш çук мар. Виççĕмĕшсем санăн е теприн инкек сиксе тухсан савăнаççĕ. Çакăн йышшисене никам та тĕкĕнмен, кÿрентермен, «Хыпар» та вĕсене критиклемен. Анчах... Тăваттăмĕш ушкăнра - оптимистсем, пурнăç çине позитивпа пăхакансем. Телее, вĕсен йышĕ чылай пысăкрах. Эпир çавсен шутне кĕретпĕр.
Логика тĕлĕшĕнчен пăхсан - пĕр холдинга кĕнĕшĕн хаçатсен мĕншĕн пĕтмелле-ха. Паян кунта кĕрет вăл, ыран - унта. Страница /е полоса/ шутне ÿстермен те, чакарман та. Йăлтах çавăн пекех. Эпир халĕ питĕ йĕркеллĕ ĕçлесе пыратпăр.
- Медиахолдинг пĕрремĕш çырăнтару тапхăрне вĕçлерĕ. Мĕнлерех иртрĕ вăл?
- Шăпах çак ыйту мана, директора-тĕп редактора, çав тери шухăшлаттарнăччĕ. Çырăнтару кампанине йĕркеллĕ вĕçлеймесен пÿрнепе тĕллесех калатчĕç, «Э-э-э, пулмарĕ-çке ку правительствăн!» Мана мар, чи малтан Чăваш Республикин правительствине сăмах лекетчĕ. «Эх! Оптимизаци ыйтăвне хускатнă! Ĕçне кăлараймарĕç», - хушса хуратчĕç тата. «Леонтьевăн нимĕн те ăнмарĕ», - текенсем те тупăнатчĕç. Çавнашкал япала вăл - пурнăç.
Пирĕн патшалăх заданийĕ пур. Ăна министерство çирĕплетсе парать. 2014 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕн хăйĕн кăларăмĕсене 44087 экземпляр çырăнтармалла. Эпир 46075 экземпляр çырăнтартăмăр. Урăхла каласан - плана 104,5 процент тултартăмăр. Унсăр пуçне пирĕн хаçатсем киосксем урлă нумай саланаççĕ.
Лару-тăру тĕлĕнмелле чаплă тесе каламастăп. Анчах эпир тиража сыхласа хăвартăмăр çеç мар, ÿстертĕмĕр те, çав шутра «Хыпарăнне», «Çамрăксен хаçачĕн» ÿсĕмĕ - 121 процент /Ç1381 экз/, «Чăваш хĕрарăмĕн» - 110 процент /Ç580 экз/.
- Тиражсем ÿснине палăртрăр. Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ мĕнре?
- Манăн шухăшăмпа - кирек епле ĕçре те нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Кашнин хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла çеç. Тăватă уйăх тăршшĕ питĕ çирĕп йĕркене пăхăнса туслă йышпа шăпах çакăн пек ĕçлерĕмĕр те. Ялсене çав тери нумай тухса çÿрерĕмĕр. Кунсерен тенĕ пек командировка, командировка... Шкулсене, больницăсене, хуçалăхсене, ял тăрăхĕсене, ытти тытăма çитнĕ. Пин-пин çынпа тĕл пулнă. Ĕçлени харама каймарĕ.
- Журналсен, шел те, хаçатсемпе танлаштарсан тиражĕ чылай пĕчĕкрех. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, 2000 çулсен пуçламăшĕнче журналсем питĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç. «Тăван Атăлпа» «Ялав» пĕр хуплашка айĕнче тухни те пулнă. Вăл маншăн тĕлĕнмеллеччĕ. Халăх патне вăхăтра çитеймен тапхăрсем те асрах. Уйăхра пĕрре тухмалла пулнă тăк - вĕсем икĕ-виçĕ уйăхра пĕрре кун çути курнă. Çавăн чухне тиражсем питĕ вăйлă чакса кайрĕç. Кунта вăл е ку редактора айăплаймастăн. Самана айăпĕ ытларах-и тен. Вырăнти бюджетăн укçи-тенки сахалли те ура хучĕ. Политика сăлтавĕ те... Çухатнă вулавçăсене тепĕр хут тупмашкăн питĕ йывăр. Çын тепĕр хаçата е журнала çырăнма пуçлать, хăнăхса каять, малтанхисем патне таврăнмасть. Этем вăл çавăн пек. Калăпăр, пĕр кĕрĕкпе е пальтопа çÿрет, çÿрет те - çĕннине туянсан кивви пирки мансах каять. Е тата тытать те кăларса перет. Хаçат-журналпа та çавăн пекех пулса тухать. Иленÿрен, кăмăл-туйăмран нумай килет.
«Капкăн», «Самант», «Тăван Атăл» журналсен тиражне чакармарăмăр, кăштах ÿстертĕмĕр те. Чун ыратăвĕ - «Тетте» журнал, мĕншĕн тесен вăл хăйне евĕрлĕ, феномен. «Тетте» - ачасен чăвашла, вырăсла, акăлчанла журналĕ. Пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче вăл 8 пин экземпляр тиражпа сарăлнă. Çав шутран ултă пинĕ вулакан патне альтернатива мелĕпе /е почта урлă мар/ çитнĕ. Вĕсене ытларах шкулсене салатнă. Шел те, пĕлтĕрхи çуллахи кампанире «Тантăш» та, «Самант» та, «Тетте» те тиражсене питĕ нумай çухатрĕç. Пĕлтĕрхи виçĕ уйăхра çухатнă çак тиражсене каялла тавăрассишĕн тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр.
Тĕп тĕллев - ача-пăча кăларăмĕсен тиражне сыхласа хăвармалла çеç мар, ÿстермелле те. Вĕсене вулакансем каярахпа «Çамрăксен хаçачĕпе» паллашĕç, «Хыпарпа», ыттисемпе* çапла вулав культури йĕркеленĕ.
- Ачасем хальхи вăхăтра хаçат-журнал сахал вулани пирки пăшăрханса калаçатпăр. Вĕсен вулас туртăмне мĕнле майпа ÿстерме пулать-ши?
- «Тетте», «Самант», «Тантăш» «Хыпара» куçнăранпа вĕсен сывлăшĕпе сывлатăп. Тем тесен те эпĕ - вĕсен тĕп редакторĕ. Çавăнпа та питĕ лайăх пĕлетĕп: ачасем вуласшăн! Анчах вуламаннин сăлтавĕ нумай. Калăпăр, çырăнтару почтăн тĕп приоритетĕнче пулманран /вĕсен тавар сутмалла, пенси валеçмелле тата ытти енĕпе ĕçлемелле/ эпир питĕ нумай çухатнă. Çав шутра ача-пăча кăларăмĕсен тиражне те.
Акă Етĕрне районĕнчи Тури Ачака кайса килтĕмĕр. Эрне хушшинче 40 экземпляр «Самант», 55 экземпляр «Тетте» çырăнтартăмăр. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи шкулсене çÿретпĕр. Çырăнаççĕ. Эппин, тÿрремĕнех вырăнта ĕçлемелле.
- Юлашки вăхăтра республикăра хаçат-журнал кăларакан уйрăм çынсем йышланчĕç. Вĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕшĕн конкурент-и?
- Хальхи вăхăтра кирек мĕнле кăларăм та пĕр-пĕриншĕн конкурент. Пĕр 15 çул каялла «Советская Чувашия» хаçатпа «Хыпар» конкурентсем мар теттĕм. Чăнах та çавнашкалччĕ. «Советская Чувашия» Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата ытти хулара сарăлнă. Ялсенче ытларах «Хыпар» çырăннă. Хальхи вăхăтра, пытармалли çук, «Хыпарпа» «Çамрăксен хаçачĕ» те, «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» те, «Тăван Атăлпа» «Капкăн» та, «Теттепе» «Самант» та пĕр-пĕриншĕн кăштах та пулин конкурент. Мĕншĕн тесен халĕ çынсем хаçат йышлăн çырăнса илеймеççĕ. Информаци çăл куçĕ те питĕ нумай: теле-, радиокăларăмсем, Интернет тата ытти те.
- Холдинга пĕрлешни хаçатсене пĕр пеклетсе / стилĕ, дизайнĕ, шухăшĕ .../ ямĕ-и?
- Ку ыйту мана пĕртте кулянтармасть. «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăнă хаçатсен - «Хыпарăн», «Çамрăксен хаçачĕн», «Чăваш хĕрарăмĕн», «Кил-çурт, хушма хуçалăхăн», «Сывлăхăн» - хăйсен сăн-сăпачĕ. Çак тĕллевпе эпир Олег Улангин художника ятарласа ĕçлеттернĕ. Ăна кирек мĕнле вулакан та тÿрех асăрхать. Сăмах май, Мускавран Шупашкара семинар ирттерме килнĕ специалистсем пирĕн хаçатсен сăн-сăпатне ятарлă журналти статьяра пысăк хак панăччĕ. «Хресчен сассин» те хăйне евĕрлĕ калăплав. Малтан, паллах, «Хресчен сассипе» «Хыпар» пĕрешкел материалсем кăларнă. Официаллă статьясем пирки сăмахăм. Халĕ «Хресчен сассинче» официаллине сахалрах пичетлетпĕр. Малтанхи «Тантăш» ачасемпе çамрăксен хаçачĕччĕ. Тĕрĕссипе вăл «Çамрăксен хаçачĕн» «пахчине» кĕрсе кайнă. «Çамрăксен хаçачĕн» аудиторийĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç-çке-ха. «Тантăш» вара - ĕлĕкхилле каласан - октябренок тата пионер ăрăвĕнчисен /9-мĕш класчен тейĕпĕр/. Эпир те ача пулса курнă: 10-11-мĕш классенче кăсăклăхсем урăхларах. Çавна шута илсе çакăн пек пĕтĕмлететĕп: пирĕн хаçатсем пĕр-пĕрне евĕрлемеççĕ.
- 2013 çулта республикăра ирттернĕ социологи тĕпчевĕ тăрăх - çынсем информацие ытларах телекуравран илеççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Интернет. Хаçат-журнал - виççĕмĕш вырăнта. Лару-тăру чăннипех çавăн пек-и?
- Чăннипех çавăн пек. Ĕçе çитетĕп те тÿрех компьютер яратăп, тĕнчере мĕн пулса иртнине пăхса илетĕп. Тăхăр сехетре мана çĕнĕ хаçатсем парсан çав хыпарсемпех паллашассине пĕлетĕп паллах. Анчах хаçатри статьясем анлăрах, тĕплĕрех, чĕрĕрех. Çÿлерех асăннă пĕтĕмлетÿрен тĕлĕнме кирлĕ мар. Халĕ ялсенче пурăнакансем те çĕр-çĕр телеканал пăхаççĕ. Радио кăларăм та чылай. Нумай килте - компьютер. Хăвна кăмăла килекеннине суйла кăна.
- Хальхи вăхăтра «Хыпар» Издательство çурчĕн - 16 кăларăм. Вăрттăнлăх мар пулсан калăр-ха: хăшĕ сирĕн чуна çывăхрах?
- Ку пĕртте вăрттăнлăх мар. Ыттисем «Хыпар» çемйине куçиччен «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ»... - маншăн пурте тан, çывăх пулнă. Чăн та, эпĕ «Хыпарпа» нумайрах ĕçленĕ пулĕ /халĕ те çавах/. «Хыпарçăсен» куллен номере материал хатĕрлемелле-çке, официаллă статьясем çырмалла, тĕпчевсем тумалла... Эрнере пĕрре пичетленекен хаçатсенче кăштах çăмăлрах. Ертÿçĕ пулнă май çакна йăлтах лайăх курса тăратăп. Чăвашсен ытти хаçачĕ «Хыпар» Издательство çуртне куçнă хыççăн вĕсем пурте маншăн 100 проценчĕпех пĕр тан. Урăхла пулма та пултараймасть. Эпĕ пуриншĕн те пĕрешкел явап тытатăп.
- Пысăк холдинга ертсе пыракан çын ĕç кунне мĕнрен пуçлать-ши? Йывăрлăхсене çĕнтерме, усал сас-хурана хирĕç тăма ăçтан вăй-хăват тупатăр?
- Психологире аутотренинг тени пур. Çыннăн хăйĕн кăмăлне /пурнăçне/ хăйĕнех йĕркелесе тăмалла. Эпĕ юмăçа, куç пăванлăха ĕненместĕп. Чи малтан характер çирĕп пулмалла. Хăвна яланах вăйлă туймалла. «Эсĕ пĕтĕм ыйтăва татса параятăн. Сана никам та çĕнтереймест», - темелле. Кунта сăмах чышкăпа çапăçасси пирки мар. Хăвăн ĕçне тĕплĕн тĕшмĕртмелле, хăвна çынсемпе тытма пĕлмелле. Тата ĕçлеттерме пултармалла. Ĕç кунне мĕнрен пуçлатăп-и? Планерка ирттернинчен! Пичет çуртне ирех килетĕп те нумай чухне çирĕм-çирĕм пĕр сехетсенче каятăп. Кунсăр пуçне манăн ĕç кунĕ килте малалла пырать: литература ĕçĕпе ларатăп. Кĕнекесене килте çыратăп.
- Хамăр хаçатсемпе паллашнисĕр пуçне Раççейре тухса тăракан кăларăмсене вулама вăхăт юлать-и?
- Вăхăт тупмаллах! Унсăрăн редактор хăйне редактор теме пултараймасть. Пирĕн патăмăра нумай кăларăм /ячĕсене асăнмăп/ килсе тăрать. Пурте вĕсем сумлă* «сарă» е «хура» хаçатсем мар.
- Пичет кунне мĕншĕн «Хыпар» хаçатпа çыхăнтарнă? Ăна чăн-чăн уяв шутне кĕртетĕр-и?
- 2000 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ кăрлачăн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Чăваш пичечĕн кунне уявласси пирки саккун кăларнă. Патшалăх шайĕнче йышăннă виçĕ уяв пирĕн: пĕрремĕшĕ - Чăваш пичечĕн кунĕ, иккĕмĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ /ака уйăхĕн 25-мĕшĕ/, виççĕмĕшĕ - Республика кунĕ /çĕртмен 24-мĕшĕ/. Виçĕ çак уяв маншăн сăваплăран та сăваплă.
- Эсир «Хыпар» кун-çулне уçса паракан 640 страницăллă «Минувшее и настоящее» кĕнеке кăларнăччĕ. Республикăра сирĕнсĕр пуçне сумлă çак хаçат историне тĕпчекен пур-и?
- Пулнă... Константин Константинович Петров, Арсений Васильевич Изоркин, Василий Димитриевич Димитриев. Тĕрĕссипе, çав кĕнекене «Хыпар» çул çыравçисене пурне те кĕртрĕм темелле. Е пурне те тенĕ пекех. Пĕчĕк статьясем пирки сăмах пымасть ĕнтĕ, брошюрăсем, кĕнекесем кăларнă пирки. Анчах паянхи кун, шел те, тĕпчекен çук. Çакă питĕ пысăк инкек. Е пирĕн истори науки чăхăмлать-ши? Анчах та пирĕн «Хыпар» историне тĕпчемелли темĕн чухлех.
- Массăллă информаци хатĕрĕсенче юлашки вăхăтра хĕрарăмсем ытларах ĕçлеме пуçларĕç. Арçын чухлех ыйтусене çивĕч çĕклееççĕ-и вĕсем?
- Журналистика хĕрарăмланас туртăм пирĕнтен мар, анăçран пуçланчĕ. Чăваш Ене те çитрĕ вăл. Манăн шухăшăмпа - ыйтăва çивĕч çутатасси хĕрарăмран, арçынран килекен япала мар. Тĕп вырăнта: ăс-пĕлÿ, компетентлăх, ăсталăх...
- Тепĕр икĕ çултан «Хыпар» 110 çул тултарать. Раççейри чи ватă хаçатăн /вырăсла мар/ сумлă юбилейне еплерех кĕтсе илме хатĕрленетĕр? Çав вăхăт тĕлне «Хыпара» тĕспе, А3 форматпа кăларма май килмĕ-и?
- Ку пĕтĕмпех укçапа çыхăннă. Сирĕн ĕмĕтĕр-тĕллевĕр манăннипе пĕр килет. Тĕспе, пысăкрах калăпăшпа та кăларасчĕ те...
- 2013 çул уйрăмах мĕнпе асра юлчĕ? Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме май килчĕ-и? Мĕн мăнаçлантарать? Мĕн хурлантарать?
- «Хыпар» Издательство çуртне ытти издательство çурчĕпе пĕрлештерни асра юлчĕ маншăн. Хамăн пурнăçа илес тĕк - Александр Гринăн 5-мĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Маншăн ку - хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев. Кирек мĕн калăр та - эпĕ калавсемпе романсен пысăкран та пысăк пайне çулталăк çурă хушшинче куçарнă. Тунмастăп, лаштах сывласа ятăм. Çын тĕллев лартсан кирек епле ыйтăва та татса пама, пурнăçлама пултарать иккен. Сăмах май, 5 томне те Вĕрентÿ тата Культура министерствисем туяннă.
- 2014 çулта ĕç-хĕле мĕнле çĕнĕлĕх кĕртме палăртатăр? Мĕнле тĕллевсемпе пурăнатăр?
- Пирĕн пĕртен пĕр тĕллевĕмĕр - хаçатсен, журналсен тиражĕсене сыхласа хăварасси, ÿстересси, уйрăмах литература кăларăмĕсенне. Иккĕмĕшĕ - вĕсен «ăш-чиккине» лайăхлатмалла. Калăпăр, «Тăван Атăлта» савăнса, киленсе вуламалли калавсем, повеçсем, романсем тухчăр. «Хыпарта» публицистика, аналитика, тĕпчев питĕ вăйлă пулччăр. Паллах, ытти кăларăмăн та çак çулпа пымалла. Татах лайăхланмалла, татах вăйланмалла. Лайăххин чикки çук.
- Калаçушăн тав сире. Професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр, ĕçре тата та пысăк çитĕнÿсем, ăнăçусем сунатпăр.
Валентина Багадеровăпа
Роза Власова
ыйтса пĕлнĕ.