Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.25 Журналистсене чысланă, Янтиковская районная газета "Сельский труженик"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Иртнĕ шăмат кун К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрне республикăри пичет кăларăмĕсен коллективĕсенче вăй хуракан журналистсем тата çыхăну операторĕсем пухăннă.

Раççей тата чăваш пичечĕсен кунĕсене халалланă мероприяти çÿллĕ шайра иртнĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене профессиллĕ уявĕ ячĕпе республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. “Пирĕн пурте пĕрле чăваш çĕрĕ çинчи тĕреклĕхе упрамалла тата çирĕплетсех пымалла”, – тесе палăртнă Михаил Васильевич. Вăл малта пыракан ĕçченсене, пичет ветеранĕсене патшалăх наградисене парса савăнтарнă.

Чăваш Енри хаçат-журнал редакцийĕсен, издательство çурчĕсен работникĕсен 2012 çулхи ĕçĕсемпе республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева паллаштарнă. Валентина Владимировна тăван халăхăмăр ырлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçе лайăх шайра туса пынăшăн хаçатçăсемпе пичет кăларăмĕсене çутă тĕнче кăтартакансене тав тунă. Пичет ветеранĕсен опычĕпе пĕлĕвĕ чăваш журналистикине аталанма пулăшнине те палăртнă вăл.

Чăваш Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен Комитечĕн председателĕ П.Краснов республикăра пурăнакансене тĕрлĕ информаципе тивĕçтерекенсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каланă.

Çавăн пекех Чăваш Енри журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров, Regnum ИА директорĕ, Мускавран килнĕ В.Соркин тухса калаçнă, пичет кăларăмĕсен ĕçченĕсене ăшшăн саламланă уяв ячĕпе.

Асăннă мероприятие республикăри творчество коллективĕсем хутшăннă, концерт программипе паллаштарнă.

 

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика