Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.23 Ĕçре палăрнисене тивĕçлипе чысларĕç, Урмарская районная газета "Красное знамя"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Январĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламларĕ.

М.Игнатьев уявпа саламланă май массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. «Чăваш Ен журналисчĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан тата тăрăшса пурнăçлаççĕ, вулавçăсем, итлевçĕсем тата куравçăсем патне кирлĕ те усăллă информацие вăхăтра çитереççĕ, республикăн обществăпа политика тата социаллă пурнăçне тĕрĕс çутатаççĕ. Пирĕн сирĕнпе пĕрле малашне те Чăваш çĕрĕ çинчи общество тăнăçлăхне сыхласа хăвармалла тата çирĕплетмелле. Сире пурне те çирĕп сывлăх, шанăçпа юрату сунатăп», - тенĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ пичет ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă журналистсен ушкăнне патшалăх наградисемпе чысланă.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева 2012 çул МИХсемшĕн ырă улшăнусемпе асра юлнине палăртнă. Пĕлтĕр массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектчĕсен республика конкурсĕнче çĕнтернĕ 39 проекта пурнăçа кĕртнĕ. 3 издательство çурчĕ тата пĕр хаçат Раççей шайĕнчи грантсене тивĕçнĕ. Раççейĕн «Прессăн ылтăн фондне» Чăваш Енри 7 хаçат кĕнĕ. 4 томлă «Чăваш энциклопедине» çулсеренех йĕркелекен «Çулталăк кĕнеки» наци конкурсĕн дипломĕпе чысланă. В.Андреева тăван республика ырлăхĕшĕн ĕçлекен журналистсене, çавăн пекех ветерансене чĕререн тав турĕ. Професси уявĕ ячĕпе пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ П.Краснов, çавăн пекех «Регнум» информаци агентствин управляющи директорĕ Б.Сорокин саламларĕç. ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров 2012 çулта чи лайăх ĕçсемпе палăрнисене чысларĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премие «Советская Чувашия» хаçатăн тишкерÿçи Л.Васильев, «Тăван Атăл» журналăн корреспонденчĕ Н.Осипова тивĕçрĕç. В.Комиссаров çавăн пекех Н.Никольский ячĕллĕ преми лауреатне - Чăваш наци радиовĕн редакторне О.Прокопьева, Л.Ильин ячĕллĕ преми лауреатне - «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторне - З.Павловăна (агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тишкерÿллĕ статьясенче çутатнăшăн) дипломсемпе кăкăр çине çакмалли паллăсем пачĕ.

Каласа хăвармалла: Зинаида Ермогеновна пултаруллă журналист, «Хĕрлĕ ялав» хаçатра 12 çул ытла вăй хурать. Корректортан пай редакторĕ таран ÿсрĕ. Вăл хатĕрленĕ материалсем актуаллăхпа палăрса тăраççĕ. Çак премие вăл чăнах тивĕçлĕ. Саламлатпăр!

Уява пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿчĕç.

 

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика