Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://info.cap.ru/
Çулсеренех Раççейре январĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре ку уйăхăн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Пичет кунне паллă тăваççĕ.
Кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче вара район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 78 çул çитет. Эппин, районти хаçатçăсем те професси уявне тивĕçлипе паллă тума пултараççĕ.
Вĕсем те, çĕр-шыври ытти журналистсем пекех, ăна чыслăн кĕтсе илчĕç. Çавна район хаçатне çĕр-шыври “Прессăн ылтăн фондне” кĕртсе хăварни, ăна ятарлă паллăпа чыслама йышăнни те аван çирĕплетет. Пай редакторĕсем В. Данилов, Ю. Борисов, Г. Михайлова, Н. Иванова печатница, В. Ефимова тĕп бухгалтер, Н. Козлова делопроизводитель, Л. Демидова оператор, хаçата альтернативлă майпа саракан Л. Захарова тăрăшаççĕ паян редакцинче. Пĕрлехи хастар ĕçпе туптанать çитĕнÿ.
Тĕп корреспондент — обществăлла çыравçă, вулакан. Н. Ершов, Т. Борисова, Р. Репин, Н. Карай, Н. Матвеев активистсем редакци пĕлтĕр ирттернĕ конкурссенче палăрчĕç, парнесене тивĕçрĕç. Г. Дубров калемне çивĕчлетнипе пĕрлех ентешсемпе ирттерекен тĕл пулусене те хастар хутшăнать.
Хаçата вулакан патне çитерекенсене те ырăпа палăртса хăваратăп. Райхаçата кăçалхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн сарассипе Мăн Шетмĕ (начальникĕ Е. Аленцева), Кĕçĕн Шетмĕ (Т. Антонова), Алманч (В. Александрова), Именкасси (Е. Кондратьева), Упи (Р. Харитонова), Шывпуç (О. Федорова), Чатукасси (В. Андреева) çыхăну уйрăмĕсен коллективĕсем иксĕлми хастарлăхпа тăрăшрĕç. Редакцин дипломĕсемпе парнисене илмешкĕн тивĕç пулчĕç. Чыс та мухтав вĕсене çавăншăн!
Хаçатăн кăçалхи тĕллевĕсем те пысăк: çĕнсе илнĕ ÿсĕмсене çирĕплетесси, пултарулăхри активлăха çĕклесси, вулакансемпе тытакан çыхăнăва вăйлатасси, вĕсен йышне малалла ÿстересси.
Раççей, Чăваш пичечĕн кунĕсем çитнĕ май мĕн пур çыравçăсене, район хыпарçине саракансене, ăна çырăнса илекенсене ăшшăн саламлатăп, творчествăра, ĕçре пысăк ÿсĕмсем, хавхалану, ырлăх-сывлăхпа иксĕлми телей сунатăп.
И. Прокопьев