Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://info.cap.ru/
Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, шăмат кун Шупашкарта, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академипе драма театрĕнче, Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа, уяв пулчĕ.
Пирĕн район делегацийĕн йышĕнче унта “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев тата пай редакторĕ В. М. Данилов хутшăнчĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пухăннă журналистсене, кĕнеке, хаçат-журнал кăларакансемпе полиграфистсене сумлă праçник ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В. В. Андреева, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ П. С. Краснов, республикăри журналистсен Пĕрлĕхĕн председателĕ В. П. Комиссаров ăшшăн саламларĕç, пултарулăхра ăнăçусем туптама ырă сывлăх сунчĕç, Чăваш Ен ырăлăхĕшĕн пичет ĕçĕнче нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн пичет çыннисен пĕр ушкăнне тĕрлĕ наградăсем пачĕç.
Республикăра халĕ 97 хаçатпа 30 журнал тухса тăрать. Район хаçачĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 85 пин экземпляртан та иртет. Информаци вара ялан кирлĕ. “Çĕнĕ хыпара çынсем патне вăхăтра çитересси — сирĕн ĕçре ялан тĕпре пулнă, пулĕ те. Эсир яваплăха туйса ĕçлетĕр, тĕрлĕ пулăмсем пирки вулакансемпе радио итлекенсене нимĕн “хитрелетмесĕр”, суймасăр каласа паратăр. Маттур ĕçлесе пынăшăн тавтапуç”, — палăртрĕ Михаил Васильевич. Валентина Владимировна вара ыттисен йышĕнче пирĕн районти “Ял пурнăçĕ” хаçат та массăллă информаци уçлăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пынине, “Прессăн ылтăн фончĕ-2013” пахалăх паллине тивĕçнине каларĕ.
Уяв концертне Çĕнĕ Шупашкарти ачасен “Волжанка”, çавăн пекех “Чăваш Ен” ансамбльпе А. Уляндина, Чăваш патшалăх филармонийĕн камерлă оркестрĕпе М. Финогентова, ытти пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.