Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Пĕлтерĕшлĕ информаци çитермелле - Янтиковская районная газета (14.04.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Коммерциллĕ мар организацисемпе ĕç тăвакан органсен тата хаçат-журнал кăларакан коллективсен пĕр тĕллевне _ халăх патне актуаллă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ информаци çитерессине - пĕр-пĕринпе эффективлă çыхăнса мĕнле пурнăçламалла? Информаци технологийĕсем çакăнта мĕнле вырăн йышăнаççĕ? Çакнашкал тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă Шупашкарти пиллĕкмĕш номерлĕ гимназинче нумаях пулмасть иртнĕ çавра сĕтел хушшинче обществăлла организацисемпе ĕç тăвакан органсен представителĕсем.

Республикăри Обществăлла палата комиссийĕн председателĕ А.Судленков уçнă ку мероприятие. "Паянхи кун информаципе тивĕçтернĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшмалла. Коммерциллĕ мар организацисен ĕçне ку енĕпе лайăхрах йĕркелемелле", - тенĕ вăл.

Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ А.Новиков влаç органĕсен ĕçĕн уççăнлăхне ỹстерессипе мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартнă.

Республикăра портал системи эффективлă ĕçлет. Унта "Уçă бюджет", "Чăваш енĕн культурăллă провайдерĕ" тата ытти порталсем пур. Юлашки вăхăтра вĕсен йышне "Халăх контролĕ" портал хутшăннă. Харпăр хăй ыйтăвĕ çине халиччен çырупа пĕр уйăхран кăна хурав илнĕ пулсан, çỹлерех асăннă порталта 10 кунтанах сире тивĕçтерĕç.

"Электронлă правительство" проект лайăх пурнăçа кĕрсе пырать. Кирлĕ документсене пухса вăхăт ирттермеççĕ халь çынсем. Патшалăх служащийĕсем хăйсемех пухаççĕ вĕсене электронлă çыхăну пулăшнипе.

Патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ пирки те каласа кăтартнă министр çумĕ. Чăваш Республикин 94 пулăшăвĕпе усă курма пулать халь. Вăл çĕнĕ информаци илмелли паянхи кунпа килĕшỹллĕ хатĕрсемпе тăтăшрах усă курма чĕнсе каланă.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика