Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Интернет портал çăмăллăх кÿрет - Чебоксарская районная газета "Тăван Ен" от 20.09.2013

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Пас­порт ха­тĕр­ле­ме, мă­шăр­лан­ма заяв­ле­ни çыр­ма, ача­на ят ху­ма, ĕç туп­ма… эсир унч­чен­хи пе­кех вă­рăм че­рет­ре тăр­са хăш­кă­ла­тăр-и?
2010 çул­та ин­фор­ма­ци­пе ти­вĕç­те­ре­кен ин­тер­нет сай­чĕ евĕр ĕç­ле­се кай­нăс­кер, паян вăл рес­пуб­ли­ка çын­ни­сен вă­хăт­не пе­ре­кет­ле­се халь­хи пур­нăç ыйт­нă пек пу­рăн­ма, пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­сем­пе чăр­мав­сăр усă кур­ма май па­ра­кан пĕр­ле­хи хă­ват­лă пор­тал пул­са тă­чĕ. Чă­ваш Ен­ре ун­па усă ку­ра­кан­сен йы­шĕ 25 пин­рен те ирт­рĕ.
31-­ри Люд­ми­ла Завья­ло­ва хă­йĕн кун тăрш­ши­не каш­ни ми­ну­та виç­се йĕр­ке­ле­ме тă­рă­шать – ви­çĕ ача амă­шĕн пу­шă вă­хăт па­чах та çук.
– Пат­ша­лăх та­та му­ни­ци­па­ли­тет пу­лă­шă­вĕ­сем­пе пĕр­ле­хи пор­тал ур­лă усă кур­ма май пур­ри­не пĕл­сен пи­тĕ хĕ­пĕр­те­рĕм, – тет çа­вăн­па та. – Пĕ­чĕк ача­па – чи кĕ­çĕн­ни ва­ра пĕр­ре те тул­тар­ман-­ха – тĕр­лĕ уч­реж­де­ние тух­са çÿ­ре­ме йы­вăр. Че­рет тă­ма тив­сен та­та!
Вăл сайт­ра чи мал­тан ре­гист­ра­ци­ле­не­кен­сен­чен пĕ­ри пул­нă. Компью­тер­па пĕр чĕл­хе туп­нăс­кер­шĕн çак про­це­ду­ра йы­вăр­лăх кă­лар­са тă­рат­ман. Рес­пуб­ли­кă­ри влаç ор­га­нĕ­сен cap.ru пор­та­лĕн­че «­пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­сем» бан­нер пур – ун­та кĕ­мел­ле те. Ре­гист­ра­ци­лен­ме пас­порт та­та СНИЛС – РФ Пен­си фон­дĕн­че па­ра­кан плас­тик удос­тове­ре­ни – кир­лĕ. До­ку­мент­сен­чи ин­фор­ма­цие çыр­нă хыç­çăн сер­вис хар­пăр ка­би­не­тăн ак­ти­ва­ци код­не ил­мел­ли мес­ле­те суй­ла­ма ху­шать: Раç­çей поч­тин е «Рос­те­ле­ком» ОАО çы­хă­ну уй­рă­мĕ­сен­че. Йă­нăш­ма май çук – вăл хăех тÿр­ле­тет е тĕ­рĕс­ле­ме, ин­фор­ма­цие çĕ­нĕ­рен кĕрт­ме элект­рон поч­та ад­ре­сĕ­пе каял­ла «­та­вăр­са па­рать». Поч­та ур­лă çы­ру вă­там­ран эр­не çи­тет, çы­хă­ну опе­ра­то­рĕ па­тĕн­че вăл ре­гист­ра­ци­лен­нĕ хыç­çăн 15 ми­нут­ра­нах ха­тĕр. Люд­ми­ла çак «а­сам­лă» ко­да поч­та ур­лă тă­ва­тă кун­ра­нах кĕт­се ил­нĕ. Пĕр хут кă­на ре­гист­ра­ци­лен­ме тив­ни­не шу­та ил­сен çы­хă­ну уй­рăм­не çит­се ки­лес­си, ун шухăшĕ­пе, пы­сăк чăр­мав теей­мĕн. Çы­рă­ва изве­ще­ни па­нă хыç­çăн пас­порт тă­рăх кă­на па­ни те сы­хă­лăх тĕл­ле­вĕ­пе çы­хăн­ни­не ла­йăх ăн­ла­нать. 
– Ун­сă­рăн си­рĕн до­ку­мент­сем­пе усă кур­са ют çын пĕ­тĕм­пех – çав шут­ра Раç­çей Пен­си фон­дĕн­че пен­си вал­ли мĕн чух­лĕ ук­çа пу­хăн­ни­не те – пĕл­се тă­рĕч­чĕ, – тет кă­мăл­лăн йăл кул­са. Ко­да ак­ти­ва­ци­ле­се хă­йĕн ка­би­нет­не ăнăç­лă кĕ­нĕ хыç­çăн опе­ра­тор чăр­мав­сем пир­ки кă­сăк­лан­ма шăн­кă­рав­ла­са ыйт­ни ва­ра Люд­ми­ла па­лăрт­нă тă­рăх – «­пу­лă­шу пор­та­лĕн ĕç­не ан­сат, каш­ни çын уй­рăм­лăх­не тĕп­лĕ шу­та ил­се йĕр­ке­ле­ни­не» кă­тар­тать. Пи­рĕн ху­шă­мăр­та компью­тер­па ла­йăх усă кур­ма пĕл­мен çын­сем те пур.
– Он­лайн-­пу­лă­шă­вăн хăш тĕ­сĕ­пе ыт­ла­рах усă ку­ра­тăр? – кă­сăк­лан­тă­мăр эпир.
– Ача çу­рал­ни­не ĕнен­те­ре­кен ху­та ил­нĕч­чĕ, ун ур­лах ача сад­не че­ре­те тă­тă­мăр. Çур çул­та пĕр­ре çурт-­йĕр­пе ком­му­нал­лă ху­çа­лăх тÿ­ле­вĕ­шĕн суб­си­ди ил­ме заяв­ле­ни çы­рат­пăр, на­лог тÿ­лет­пĕр. Çул-­йĕр хă­руш­сăр­лăх инс­пек­ци­йĕн шт­раф­не те ку­çар­нăч­чĕ... Ха­лĕ пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­пе çурт-­йĕр­лĕ пул­маш­кăн че­ре­те тă­рас­шăн.
Чă­ваш Ен Ин­фор­ма­ци по­ли­ти­кин ми­нис­терст­ви уйăх­се­рен ирт­те­ре­кен мо­ни­то­ринг тă­рăх рес­пуб­ли­ка çын­ни­сем Ин­тер­нет ур­лă ыт­ла­рах чух­не мă­шăр­лан­ма та­та ĕç туп­ма заяв­ле­ни çыр­ни пал­лă. Кун­сăр пуç­не пĕр­ле­хи пор­тал ур­лă пат­ша­лăх хыс­ни тÿ­ле­ме, пас­порт, çав шут­ра чи­кĕ леш ен­не кай­мал­ли те, во­ди­тель удос­тове­ре­ни­йĕ ил­меш­кĕн заяв­ле­ни çыр­ма та­та пу­лу­шă­вăн ыт­ти вун-­вун тĕ­сĕ­пе усă кур­ма май пур.

сăмах май 
У­чет çы­ра­вĕ­пе усă кур­са пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ­сен пĕр­ле­хи пор­та­лĕ ур­лă «УЭК-Он­лайн» ятар­лă сер­вис вал­ли те ав­то­ри­за­ци­лен­ме май пур. «УЭК-Он­лайн» – пат­ша­лăх та­та му­ни­ци­па­ли­тет пу­лă­шă­вĕ­сем­пе ти­вĕç­те­ре­кен ор­ган­сем­пе çы­хăн­нă ин­фор­ма­цие уç­са па­мал­ли, на­лог­сем, шт­раф­сем, пат­ша­лăх пош­ли­ни­сем тÿ­ле­мел­ли элект­рон пло­щад­ка. Универ­сал­лă элект­рон кар­та ху­çи­сем компью­тер­па усă кур­са пĕр­ре­мĕш кви­тан­ци­се­не пи­чет­ле­ме ĕл­кĕр­нĕ те ĕн­тĕ. Çы­вăх вă­хăт­рах вĕ­сен вăй­лат­са ква­ли­фи­ка­ци­ле­нĕ элект­рон­ла алă пус­ни тă­рăх «УЭК-он­лайн­ра» элект­рон ки­лĕ­шÿ­сем­пе до­го­вор­се­не çи­рĕп­лет­ме май пу­лĕ. Çĕ­нĕ ре­сурс Раç­çей субъек­чĕ­сен­чи, çав шут­ра Чă­ваш Ен­ри те, пат­ша­лăх та­та му­ни­ци­па­ли­тет уч­реж­де­ни­йĕ­сен пу­лă­шă­вĕ­сем­пе çы­хăн­нă тÿ­лев рек­ви­зи­чĕ­сен тул­ли та­та ак­туал­лă 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика