Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Интернет урлă — патшалăх çăмăллăхĕсем - Красноармеская районная газета "Ял пурнăсе" от 16.08.2013

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Чăваш Ен пенсионерĕсем Интернет урлă патшалăх çăмăллăхĕсем илме вĕренеççĕ. “Бабушка-онлайн” — “Дедушка-онлайн” программа итлевçисем валли компьютер вăрттăнлăхĕсене вĕренмелли курсăн юлашки урокĕ пулнă. Ку хутĕнче ватăсем патшалăх çăмăллăхĕсен Пĕрлехи порталне алла илнĕ. Çакăнта вĕсене ЧР Информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерствин тата Наци библиотекин сотрудникĕсем пулăшу кÿнĕ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, асаннесемпе асаттесем хăйсен умне лартнă задачăсене ăнăçлă татса пама пултарнă. Куншăн тĕлĕнмелле мар — шур сухалсем курс тăршшĕпех хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Халĕ вĕсем “логин”, “пароль”, “браузер”, “аккаунт”, “скайп” терминсене питех те аван пĕлеççĕ. Кашнин хăйĕн электронлă почта, социаллă сетьсенче страничка пур, вĕсем тус-юлташĕсемпе çыхăну йĕркелесе янă.

Надежда Соганова асăннă курса хăй тĕллĕнех килнĕ. Интернетпа туллин тата ирĕклĕн усă куракан ачисемпе мăнукĕсем çине пăхса тĕлĕннĕрен вăл кунта хăй çак ăсталăха туптама вĕренме килнĕ. 71 çулхи пенсионеркăна компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илме 1,5 уйăх кирлĕ пулнă. Халĕ Надежда Михайловна кашни ĕçлĕ ире инфорагенствăн çĕнĕ хыпарĕсемпе паллашнинчен пуçлать. Ачисемпе мăнукĕсене еплерех тутлă апат-çимĕçпе сăйлассишĕн пуçне ватмасть — Интернетра çийĕнчех çĕнĕ те ахаль рецептсем тупать. Тăванĕсемпе калаçма кăмăлĕ пулсан, скайпа ĕçе ярать.

Наци библиотекин вĕрентÿ центрĕн ертÿçи М. Шубникова палăртнă тăрăх, кашни пенсионерăнах компьютерпа ĕçлеме вĕреннин тĕллевĕсем тĕрлĕрен. Пĕрисем çĕнĕ хыпарсемпе событисене вăхăтра пĕлсе тăрасшăн, теприсем ачисемпе мăнукĕсенчен тăрса юласшăн мар, виççĕмĕшсем электронлă мелпе патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курма вĕренесшĕн.

Аса илтеретпĕр: паян патшалăх çăмăллăхĕсен Пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакансем электронлă мелпе регионти патшалăх тата муниципаллă 69 çăмăллăхне илме пултараççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çакăн евĕр курссенче 122 çын вĕреннĕ. Наци библиотекин ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, вĕренекенсен вăтам ÿсĕмĕ 62 çулпа танлашать, вĕсен йышĕнче вара 80 çултан иртнисем те пур.

Программăна ятарласа ватăсем валли хатĕрленĕ, вăл 14 занятирен тăрать, вĕсем эрнере 2—3 хут 1,5 сехет вĕренеççĕ.

Курса Наци библиотекинче çырăнмалла.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика