Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Пулăшу ĕçĕсене - электрон мелпе - Хыпар от 23.07.2013

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Ыйтăма хутшăннисен 93% патшалăх пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме май пуррине пĕлет. Респондентсен 7% ку çĕнĕлĕх пирки пĕлмен е пĕрремĕш хут илтет. ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин сайтĕнче йĕркеленĕ пĕчĕк ыйтăмăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах.

Аса илтеретпĕр: вăл утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă, утă уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. Çапла майпа республика çыннисем электрон пулăшу ĕçĕсем пирки пĕлни-пĕлменнине тата вĕсем ку мелпе усă курни-курманнине уçăмлатас тенĕ.

Ыйтăм унта хутшăннă кашни виççĕмĕш çын /29%/ электрон пулăшу ĕçĕсемпе усă курнине çирĕплетет. Çапах ытларах пайĕ /66%/ Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă влаç органĕсене çыру е ыйту яман. Респондентсен 5% патшалăх тытăмĕсене хăй кайма тăрăшать. Шухăшне пĕлтернисен 70% Чăваш Енре патшалăх тата пулăшу ĕçĕсен хăш тĕсĕсене электрон мелпе илме пултарнине пĕлет. 15% çеç пĕлмест. Тепĕр 15% ыйтăва хуравлама тăхтанă.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре пурăнакансем паянхи кун Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регион патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен 69 тĕсĕпе электрон мелпе усă курма пултарать. Çак тĕллевпе порталта регистрациленмелле, кĕмелли кода илсен харпăр кабинетра ĕçлемелле. Пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе Шупашкар хула администрацийĕ ыттисенчен ытларах кÿрет /27 тĕс/ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви /18/. Портал урлă медицина ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланма ирĕк паракан лицензие илме, электрон рецептсене тултарса аптекăсене яма, ачашăн уйăхсерен паракан пособи тÿлевне тивĕçме, ача усрава илес текенсен учетне тăма, пурăнмалли çурт-йĕре пурăнмалла маррине куçармашкăн ирĕк илме т.ыт.те пулать.

gosuslugi.ru портал çулталăк ытларах ĕçленĕ тапхăрта Чăваш Енре пурăнакансем унта патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илес тĕллевпе 4500 хут "кĕнĕ". Çав шутран кăçалхи çĕртме уйăхĕнче регион патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсемпе усă курас тĕллевпе 665 хут регистрациленнĕ. ЧР Юстици министерствин пулăшу ĕçĕсем чи анлă сарăлнисем: мăшăрланасси пирки заявлени парасси /179 ыйту/ тата çын вилнине регистрацилесси /169 ыйту/. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă 124 çын ĕç шыранă. Заявленисене Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби йышăнать.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика