Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.11.16 Чăваш Енре кĕнеке сумне çĕклессине сÿтсе явнă, газета Комсомольского района "Каçал Ен"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, 2012 çулта Раççейре пурăнакансен 34 проценчĕ пĕр кĕнеке те вуламан (электронлă кĕнеке те çав шутах кĕрет). Сăмах май, паянхи куна пирĕн çĕр-шывра — 3000 пине яхăн кĕнеке магазинĕ. Апла пулин те вулакансен шучĕ ÿсмест, çулсерен чакать. Ун çинчен сÿтсе яврĕç те ĕнтĕ ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн (АСКИ) семинарне хутшăннисем.

Семинар пĕлтерĕшĕ Чăваш Еншĕн пысăккине унта камсем хутшăнни хăех аван çирĕплетет.

«Кĕнеке вăл — вĕренÿ, çыннăн культурăлла аталанăвĕ. Шанатăп, малашне кĕнеке вулакансен шучĕ ÿсĕ», — тенĕ семинара уçса ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Вăл шутланă тăрăх, вăхăт улшăннăçемĕн çынсем те улшăнаççĕ, çавăнпа та кĕнеке кăларакансен çакна шута илсе тĕпе хумалла.

Пухăннисем умĕнче ЧР Пашталăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев та тухса калаçнă.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева вырăнта вулав культурине сарас тĕлĕшпе май килнĕ таран тăрăшнине, çак енĕпе тÿрремĕнех ĕçлекенсене патшалăх пысăк пулăшу кÿнине палăртнă. «Республикăра паянхи кун чăвашла кĕнекесем кăларасси ÿссех пырать. Енчен те 2011 çулта чăвашла 170 ятлă кĕнеке кăларнă пулсан, 2012 çулта — 197», — тенĕ Валентина Владимировна.

Çавăн пекех семинарта АСКИ Президенчĕ Константин Чеченев доклад тунă. Вăл каланă тăрăх, темиçе теçетке çул каялла çын пуçне 12 экземпляр кĕнеке тивнĕ, халĕ — 4. Апла пулин те Раççей — тĕнчере чи ытларах кĕнеке пичетлекен малти пилĕк çĕр-шыв шутĕнче.

Доклада сÿтсе явма чылайăн хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров хăнасене вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. «Чăваш кĕнекисем тĕнчери куравсемпе ярмăрккасенче палăраççĕ, вулавçăсене кăсăклантараççĕ», — тенĕ Валерий Петрович. Вăл республикăра ача-пăча литературине çĕклес тĕлĕшпе пурнăçланакан ĕçсене те асăннă. Чăваш кĕнеке издательстви кăçалхи тăхăр уйăхра 85 ятлă кĕнеке 209 пин экземпляр кăларнă (2012 çулта — 83).

Тутарстан Республикин кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Дамир Шакиров та семинарта тухса калаçнă. Кÿршĕсем çулсерен 150 ытла ятлă кĕнеке кăлараççĕ иккен, вĕсенчен çурри ытла — тутарла. «Кĕнеке пуласлăхĕ çинчен шутлатпăр пулсан, çамрăк ăрăва унпа туслашма хăнăхтармалла», — пĕтĕмлетнĕ вăл семинарта.

Иртнĕ çул Раççейре 117 пин ятпа кĕнеке (пĕтĕмĕшле тиражĕ 540 млн экз.) кун çути курнă, Чăваш Республикинче — 500 пин экз. Çак самант та пĕлтерĕшлĕ: çĕр-шывра пичетленекен кĕнекесен 2,9 проценчĕ çеç наци республикисен чĕлхипе кун çути курнă.

 

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика