Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Яльчикского района Петра Скворцова и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Сирĕн тăрăшулăхăра пула районта пурнăнакансем куллен республикăра, районта пулса иртекен пулăмсемпе паллашаççĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хурав тупаççĕ, республика, район пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Эсир халăх хушшинче нумай кирлĕ информаци саратăр, вĕсен пурнăçри йывăрлăхĕсене татса пама пулăшатăр. Журналистăн çивĕч куçĕ пурнăçри çитменлĕхсене те курмасăр иртмест, вĕсене вара пирĕн пĕрле татса памалла.

 Шанса тăратпăр, малашне те пирĕн хутшăнусем тухăçлă та ăнăçлă пулĕç, хаçат районта пурăнакансемшĕн нумай çулсем хушши чи кирлĕ информаци çăлкуçĕ пулса тăрĕ.

 Уяв ячĕпе саламласа сире телей, çирĕп сывлăх, творчествăлла ÿсĕмсем сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ   П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика