Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Моргаушского района Игоря Николаева и главы администрации Моргаушского района Ростислава Тимофеева

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем,

хаçат тусĕсемпе вулаканĕсем!

Сире Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсен ячĕпе саламлатпăр. 21-мĕш ĕмĕрте массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ уйрăмах яваплă: журналистăн вулакан патне вăхăтра тата тĕрĕс информаци çитермелле. Çавăнпа вĕсем яланах пурнăçпа тан пыма, яваплăха туйса ĕçлеме тăрăшаççĕ.

 «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат районта тата республикăра пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ самантсене вăхăтра çутатать, районта пурăнакан çынсен пултарулăхĕпе, пурнăçĕпе паллаштарать. Çынсем  «Çĕнтерÿ ялавĕн» номерĕсене чăтăмсăр кĕтеççĕ, хаçатра пичетленнĕ материалсене юратса вулаççĕ. Ахальтен мар унăн тиражĕ кашни çул пысăкланса пырать. Вăл паян 4787 экземпляр тиражпа тухать. Темиçе çул хушши ĕнтĕ район хаçачĕ Пĕтĕм Раççейри «Золотой фонд прессы» конкурсăн çĕнтерÿçисен шутĕнче. Кăçал та вăл çак паллăна тивĕçме пултарчĕ.

Пичет ĕçĕнче вăй хуракансем малашне те ăсталăхпа палăрса тăрасса, кашни çемйерех район хаçатне çырăнса илессе шанса тăратпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ÿсĕмсем сунатпăр.

Район пуçлăхĕ   И.В. Николаев 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ  Р.Н. Тимофеев      

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика