Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Атăлçи тĕл пулăвĕ-26" фестиваль - Батыревская районная газета (06.05.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Майăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Шупашкарти Атăл леш енче "Росинка" сывлăха çирĕплетекен базăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсенчи çамрăксен "Атăлçи тĕл пулăвĕ - 26" фестивале хупнă çĕре хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ мероприятие хутшăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă, çĕнĕ медиа-культурăна йĕркеленĕ чухне тĕл пулакан йывăрлăхсем пирки, хальхи вăхăтри технологисене аталантарассине, ача-пăча теле- тата киностудисене модернизацилессине сỹтсе явнă. Яланах хăнасене хавас чăваш çĕрĕнче çакăн пек фестиваль ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. "Ĕçлĕр, тăрăшăр, йывăрлăхсене çĕнтерĕр. Пултаруллă çамрăксенче _ Раççей пуласлăхĕ", _ тенĕ М. Игнатьев.

Михаил Васильевич фестивалĕн хисеплĕ хăнисемпе, "Приключения Электроника" кинофильмăн артисчĕсемпе _ Владимирпа Юрий Торсуевсемпе _ курнăçнă.

"Атăлçи тĕл пулăвĕ - 26" фестивале кăçал 63 хулара пурăнакан студентсемпе аслă классенче вĕренекенсем хутшăннă. Яш-кĕрĕме Раççей журналисчĕсен Союзĕн, ТВЦ телеканалăн, "Русский репортер" журналăн, Мускаври патшалăх университечĕн тата Хусанти федераци университечĕн журналистика факультечĕсен, "Фотокросс" проектăн, "Юнпресс" Агентствăн представителĕсем хăйсен опычĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех хĕрсемпе каччăсем семинарсенче тата çавра сĕтел хушшинче йĕркеленĕ мероприятисенче, мастер-классенче хăйсен тавракурăмне анлăлатнă, Чăваш Енĕн предприятийĕсене çитсе курнă.

Фестивале Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацийĕн министерстви тата "Лиги юных журналистов Российской Федерации" пулăшнипе Раççейри çамрăксен "Лига юных журналистов" организацин Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика