Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Ĕçлекен çын чи хисепли пултăр" - Шемуршинская районная газета (21.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Иртнĕ шăмат кун республикăри массăллă информации хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе пичет ветеранĕсем Шупашкара пуçтарăнса Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

Уяв пуçланиччен республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ, "çавра сĕтел" хушшинче пичет ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕллевсене сỹтсе яврĕç. Канашлу ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен информаци политикин тата массăллă коммуникаци ĕçĕсен министрĕ Александр Ивановпа Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев, пурне те професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламланă май, республикăра пурăнакансен гражданла яваплăхне тата патриотизм туйăмне çĕкленĕ çĕрте массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртрĕ. "Обществăра ĕçлекен çынна хисеплес туйăма аталантармалла, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Паянхи журналиста пысăк квалификациллĕ пулни çеç çителĕксĕр. Сирĕн профессийĕрте нравственноç пахалăхĕ, совеç тата йĕркеллĕх тĕп вырăнта тăмалла".

"Çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулура журналистсене хумхантаракан ыйтусене çивĕч çĕклерĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен влаç органĕсемпе пĕр тĕллевлĕн ĕçлемеллине, халăх проблемисене татса парассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшмаллине палăртрĕç.

Канашлăва хутшăннисем "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Туркай "Чăваш Республикин хисеплĕ журналисчĕ" ят туса хума сĕннине ырласа йышăнчĕç.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕç. Хăнасем республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен экспозицийĕсен выставкипе, издательствăпа полиграфи предприятийĕсен пуян экспоначĕсемпе паллашрĕç.

Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Михаил Васильевич журналистсене, полиграфистсене тата пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе хĕрỹллĕн саламларĕ. Чăваш Республикин информаци политики тата массăллă коммуникации ĕçĕсен министрĕ Александр Иванов 2014 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, çитĕнỹсемпе пĕрлех татса памалли проблемăсене те асăнчĕ.

Пысăк зала пуçтарăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи комитет председателĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Уявра малта пыракан массăллă информации хатĕрĕсене тата журналистсене чаплă лару-тăрура чысларĕç, Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсене палăртрĕç.

Уяв мероприятийĕсем республикăри пултарулăх коллективĕсен илемлĕ концерчĕпе вĕçленчĕç.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика