Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Ĕçлекен çынна хисеплемелле" - Яльчикская районная газета (21.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Январĕн 17-мĕшĕнче, Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене уявланă кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе ирттернĕ "çавра сĕтел" ĕçне хутшăннă. "Массăллă информаци хатĕрĕсен тата влаç органĕсен халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçри вырăнĕ" темăпа калаçнă.

Ларăва çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăннă.

Михаил Игнатьев республикăри МИХсен ертỹçисене професси уявĕпе саламланă, калем ăстисене хастар ĕçленĕшĕн тав тунă.

"Обществăра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентмелле", - палăртнă Михаил Игнатьев. Чăн-чăн журналистăн пултаруллă, пысăк квалификациллĕ пулмалла. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет, совеç, йĕркеллĕ пулни тĕп вырăнта.

"Çавра сĕтел" влаç органĕсемпе пресса информаци материалĕсем хатĕрленĕ чухнехи тĕрлĕ тапхăрта çыхăну тытас ыйтусене, чиновниксем критика материалĕсене мĕнле йышăннине, ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курмалли çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртессине, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем валли кадрсем хатĕрлессине сỹтсе явнă.

"Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Туркай "Чăваш Республикин хисеплĕ журналисчĕ" ят çирĕплетме сĕннĕ. "Çавра сĕтеле" хутшăннисем ăна ырласа йышăннă.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика