Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Район хаçачĕ - чун апачĕ" - Аликовская районная газета (14.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Хаçат вулакансене Мăн Карачура ялĕнче пурăнакан Нина Михайловна Михайловăпа паллаштарас килет. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ хаçат-журналăн чăн-чăн тусĕ. Вăл паянхи кун вун ултă пичет кăларăмне çырăнса илет. Асăнма кăмăллă: Нина Михайловна районта чи нумай хаçат-журнал çырăнакансен йышĕнче.

Нина Михайлова ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. Пурнăçне ачасене халалланă вĕрентекен яланах активлăхпа палăрнă, спортпа туслă пулнă: йĕлтĕрпе чупнă, велосипедпа ярăннă. Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕскер малтанах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ют чĕлхесен уйрăмĕнче вĕреннĕ. Унтан Етĕрнере пионерлагерьте вожатăйра ĕçленĕ.

- Манăн яланах вĕренес килнĕ. Пĕр вырăнта лăпланса ларман. Экзаменсене ăнăçлă тытса Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхин уйрăмне вĕренме кĕтĕм, - иртнине аса илсе каласа парать Н. Михайлова.

Ура çине тăма ăна питĕ йывăр пулнă. Амăшĕ çичĕ ачапа тăлăха юлнăран Нина Михайловна мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăннă, вĕрентекен профессине алла илнех. Малтанах вăл Ехремкасси шкулĕнче ачасене ăс панă, унтан темиçе çул Ассакассинче вĕрентнĕ, 1980 çултанпа 2008 çулччен Карачура шкулĕнче ĕçленĕ. Пултаруллă вĕрентекен ялан çĕннине шыранă. Ачасен тавра курăмне анлăлатас, вĕсене шухăшлама вĕрентес тĕллевпе шкулта стена хаçачĕсем кăларнă, «Шырав» клуб ертсе пынă.

- Çамрăк чухнехи вăхăта ырăпа аса илетĕп. Ун чухне ĕçлес кăмăл пысăк пулнă. Вĕренекенсем те хастарлăхпа палăрнă, - шухăшĕсене пĕлтерет Нина Михайловна.

Тивĕçлĕ канура пулсан та Нина Михайловна ахаль лармасть, сăвă хыççăн сăвă шăрçалать. Вăл - пилĕк кĕнеке авторĕ. Республикăра тухса тăракан пичет кăларăмĕсемпе те çыхăну тытать. Район хаçачĕ уншăн чун апачĕ вырăнĕнчех.

- «Пурнăç çулĕпе» хаçата вуласа районти хыпарсене пĕлме пулать. Çавăнпа та ăна кашни çырăнтару тапхăрĕнчех çырăнатăп. Хаçатра палланă çынсене курсан чунăм татах та хĕпĕртет, - хавхаланупа каласа парать Нина Михайловна.

Хăй хаçат-журнал çырăннипе çеç çырлахмасть-ха вăл, пурне те вĕсемпе туслă пулма сĕнет. Почтальон пысăк сумкăпа килессе чăтăмсăррăн кĕтет.

Вера МОРОЗОВА.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика