Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Сăмах çумне сăмах хушсан шухăш çуралать - Канашская районная газета "Канаш ен" (21.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

Вăл республикăри тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе ирттернĕ "Çавра сĕтелпе" пуçланнă. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш журналис-чĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăннă.  Калаçу массăллă информаци хатĕрĕсен тата влаç органĕсен халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçри вырăнĕ çинчен пынă. 

Михаил Васильевич Чăваш Енти массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисене, калем ăстисене хастар ĕçшĕн тав тунă. Вăл обществăра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентмеллине палăртнă. Чăн-чăн журналистăн пултаруллă, пысăк квалификациллĕ пулмалла. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет, совеç, йĕркеллĕ пулни тĕп вырăн йышăнччăр. Тĕл пулура влаç органĕсемпе пресса информаци материалĕсем хатĕрленĕ чухнехи тĕрлĕ тапхăрта çыхăну тытас ыйтусене, чиновниксем критика материалĕсене мĕнле йышăннине, ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курмалли çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртессине, Чăваш Республикинчи МИХсем валли кадрсем хатĕрлессине тишкернĕ.  "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Туркай "Чăваш Республикин хисеплĕ журналисчĕ" хисеплĕ ята çирĕплетме сĕнÿ панă. "Çавра сĕтел" ĕçне хутшăннисем ăна пĕр саслăн ырласа йышăннă.

Мероприятин савăнăçлă пайĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче иртрĕ. Уяв ячĕпе республикăри тата хуласенчи массăллă информаци хатĕрĕсен, регионти телерадиокомпанисен, çавăн пекех издательствăпа полиграфи предприятийĕсен экспозицийĕсен куравне йĕркеленĕ, республикăри хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсене валеçнĕ. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пынă. Вăл тĕнчипе паллă банкир  1815 çулта информаци çинчен каланă "Кам информаципе хуçа, вăл тĕнчене тытса тăрать" сăмахсене аса илчĕ. Унтанпа икĕ ĕмĕр иртнĕ пулин те, çак шухăшăн пĕлтерĕшĕ манăçа тухман, тепĕр çавăн чухлĕ вăхăт иртсен те кивелмĕ. Михаил Васильевич журналистсене, полиграфистсене тата издательсене професси уявĕпе саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, вĕсен пуласлăхĕ нумай енчен журналистсем хăйсен ĕçне тĕрĕс те уççăн, чун хушнă пек, яваплăха туйса пурнăçланинчен килнине палăртрĕ.

- Тĕрĕс информаци илекен çын пурнăçра çитĕнÿ тăвать, хăйĕн вырăнне тупать. Професси тивĕçне таса чунпа парăннисене, хăйсен таса ячĕсене чыслăн упракансене, яланах çÿлте тытакансене пурне те тав тăватăп. Çĕр çинче укçапа виçейми япаласем те пур. Вĕсем - тăван тăрăха, хăвăр таври çынсене юратни, совеç, тÿрĕ кăмăл, чыслăх, кăмăл-сипет никĕсĕ. Чăваш Ен журналисчĕсен пысăк пайĕн çак енсем ытлашшипех пулнипе эпĕ питĕ кăмăллă, - терĕ вăл.

Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ушкăнне нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата професси уявĕ ячĕпе наградăсем пачĕ. Журналистика ветеранĕсене Аристарх Дмитриев çыравçа, Виталий Станьял ăсчаха çуралнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕç тата республика символикиллĕ алла çыхмалли сехетпе чысларĕç.

2014 çулта тунă ĕçсене республикăн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пĕтĕм-летрĕ. "Чăваш Ен" телерадио эфирне çĕнĕ 25 программа тухнă. 14 видеофильм тата социаллă пĕлтерĕшлĕ 43 ролик хатĕр-ленĕ. Тăхăр хаçатпа пĕр журнал "2015 çулхи прессăн ылтăн фончĕн"  Хисеп паллине тивĕçнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче тухакан кĕнекесен шучĕ ÿссе пырать. Иртнĕ çулхи чи пысăк çитĕнÿ вăл - Чăваш журналисчĕсен союзĕ 90 çул тултарнă ятпа пичетленĕ "Энциклопедия чувашской журналистики и печати" кĕнеке. Александр Степанович пичет ĕçĕнче ырă ят çĕнсе илнисене министерствăн Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе наградăларĕ.   

Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх тытăмĕ, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Пĕр-лĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов саламларĕ, пултаруллă журналистсене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх Пичет уявĕнче 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине ЧР Наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тата "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тивĕçрĕç. "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пачĕç. "Хыпар" издательство çурчĕн штатра тăман корреспонденчĕн Герман Желтухинăн  пултарулăхне Леонид Ильин ячĕллĕ премипе хакларĕç. Республикăра ирттернĕ "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурсра мала тухнисене чысларĕç.                                                                                           

Мероприяти республикăри пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концер-чĕпе вĕçленчĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика