Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Пичет сферине пĕлтерĕшлĕ тỹпе хывнăшăн" - Красночетайская районная газета (21.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Январĕн 17-мĕшĕнче, Шупаш-карта иртнĕ Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятире, массăл-лă информаци хатĕрĕсен сферине пĕлтерĕшлĕ тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн пай редакторне Алина КАРПОВАНА Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хи-сеп грамотине парса чысларĕç. Алина Николаевна район хаçачĕн редакцийĕнче çичĕ çул ытла тимлет. Çак хушăра паянхи çивĕч ыйтусене çутатакан, социаллă тĕллевлĕ статьясем çырса хăйĕн вулаканне тупма пултарчĕ. Алина Карпова тăтăшах тĕрлĕ шайри пултарулăх конкурсĕсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Ĕç сыхлавĕн темине çутатнăшăн пĕрре кăна мар ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Дипломĕсене тивĕçрĕ. Сăн ỹкерессипе те кăсăкланаканскер, фотоконкурссенче те палăрать вăл. Ĕçтешĕмĕре Хисеп грамотине ти-вĕçнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те çитĕнỹсемпе ĕçлеме ăнăçу сунатпăр! Редакци коллективĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика