Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Ентеше — Çемен Элкер ячĕллĕ преми" - Красноармейская районная газета (20.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуллен Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Хальхинче те Шупашкарти Пичет çуртĕнче 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнисен йышĕнче ЧР Наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова та пур. Вăл — пирĕн ентеш, 1961 çулта Тусай ялĕнче çуралнă, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçат корреспондентĕнче те ĕçленĕ. Роза Трофимовна — Çемен Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнĕ пирĕн иккĕмĕш ентеш. Малтан ку премине Кăмакал ялĕнче çуралса ỹснĕ, “Хыпар” (“Коммунизм ялавĕ”) хаçатра вăй хунă Леонтий Алексеевич Алексеев (1979 ç.) илнĕччĕ. Пултарулăх çыннине — хамăр ентеше — Роза Трофимовна Деменцована сумлă премине çĕнсе илнĕ ятпа пур кăмăлтан саламлатпăр!

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика