Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Сăввисем сулмаклă, сăмахĕсем çивĕч" - Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") (17.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Сăввисем сулмаклă, сăмахĕсем çивĕч

Сакăр вун виçĕ çула яхăн тухса тăракан район хаçатĕнче нумай-нумай паллă журналист ĕçленĕ. Чылайăшĕ пирĕн хушăра çук та ĕнтĕ. Ĕçтешсен ырă ячĕсене асра тытса вĕсен кун-çулĕпе хамăр вулакансене паллаштарсах тăратпăр.

Раштав уйăхĕнче пирĕн ентешĕмĕр, Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, чăвашсен тарăн шухăшлă публицисчĕ, Митта Ваçлейпе Фатых Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ, РФ çутĕç отличникĕ Борис Борлен 80 çул тултарнă пулĕччĕ.

Районта Борис Леонтьевич Борлен (Тихонов) ятне илтмен çын çуках пулĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсанах шăпине журналистикăпа çыхăнтарнă. "Коммунизм ялавĕ", "Молодой коммунист" хаçатсенче ĕçленĕ хыççăн районти "Колхоз ялавĕ" хаçатра çанă тавăрса вăй хума пуçланă. Унпа пĕрле ĕçленисем Борис Леонтьевича яланах хавас кăмăлпа аса илеççĕ. Вăл ăста журналист пулнине, тăтăшах ялсене тухса çỹренине, пулса-иртнине çийĕнчех çырнине пĕлтереççĕ. Республикăри хаçат-журналпа та туслă çыхăну тытнă калем ăсти. Утмăлмĕш çулсенче Елчĕкрен Шупашкара самолет вĕçнĕ те çĕр каç çырнă хайлавĕсене унпа ирех ĕлкĕртнĕ. Унăн статйисем çивĕч те витĕмлĕ пулнипе палăрса тăнă. Сăвăсем çырма юратнă. Акă, çамрăксем редакци чỹречинчен урамалла тинкереççĕ. Пахчара сиреньсем çеçке çурса лараççĕ.

... Кăвак сирень, 
Мĕн ма чĕре таппине ỹстерен 
Сана курмассерен...

Хĕрсен чĕрине çунтарса кама кăна сăвăсем халалламан-ши пултаруллă йĕкĕт. Пĕр самантра шăранса тухнă хайлавсем çăмăллăн вуланнă.

Ĕмĕрне хаçатра ĕçлесе ирттернĕ Зинаида Никифорова Борис Борлен пирки çапла аса илет: "Пĕринче çапла çывăрса та тăман - вăл пирĕн пата çитнĕ. Анне кĕтỹ хăвалама кайнă. "Пĕлетĕн-и Зина, сăвă йĕркисем ярăнаççĕ пуçăмра, айта, ĕçе кайса пичетлесе пар-ха", - тет вăл. Çапла, нихăçан та аллинчен калем яман вăл. Унăн сăввисенчи çивĕч сăмахсем вулакансене култарнă та, шухăша та янă. Командировкăран килсенех шурă хут çине çырмасăрах машинистка умне ларатчĕ. Тỹрех пичетлеттĕмччĕ унăн статйисене. Ĕçшĕн çунакан çынччĕ. Çỹллĕскерччĕ, пит вашаватчĕ, утса мар, чупса çỹретчĕ".

Район хаçатĕнчен кайнă хыççăн вăл Пушкăртстанра, Тутарстанра педагогикăн, журналистикăн тĕрлĕ должноçĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Б.Борлен Шупашкара куçса килнĕ. Анчах пенсионер статусĕпе килĕшсе килте кăштăртатса çỹресси çырлахтарман ăна. Обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă. Общество пурнăçĕнчи улшăнусем, самана уйрăм çын умне кăларса тăратнă йывăрлăхсем çине сỹрĕккĕн пăхса тăма пултарайман çыравçă, хăйĕн чун ыратăвне сăвăри йĕркесене вырнаçтарнă. Ĕçкĕçсене, наянсене, совеçĕсене çухатса ватăсене сума сумасăр пурăнакансене питлесе çырнă сăввисем те пайтах унăн. Борис Борлен юлашки çулсенче "Виçĕ легенда", "Асатте килĕнче", "Кам вĕт мĕншĕн уйрăлать?", "Пăрттас патшапа чăваш Турханĕ", "Кĕсменсем тăкаççĕ кĕмĕл", "Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ĕмĕт", "Саламлама явмаççĕ саламат", "Çĕр хуçи-ши эс, Хĕветĕр?", "Паянхи пулăм-курăм", "Хаваслă паллашу" тата ытти кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Вĕсене автор хăй çĕре кĕриччен районти библиотекăсене, килти мĕн пур кĕнекисене тăван ялĕнчи вулавăша парнелесе хăварчĕ. Усал чире çĕнтереймерĕ хисеплĕ ĕçтешĕмĕр. 2013 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче паллă çыравçă ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ăна тăван ял масарне пытарнă.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика