Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Чуна киленĕç кỹреççĕ" - Яльчикская районная газета "Елчек ен" ("Яльчикский край") (17.01.2015) )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче пуян опыт пухнă, хăйсен ĕçĕсене лайăх пĕлекен, чунтан парăннă журналистсем вăй хураççĕ. Вулакан кашнине лайăх пĕлет. Н.Алексеев тĕп редактор пĕлсе ертсе пынипе А.Карлин, С.Архипова, В.Кириллова, Е.Петрова корреспондентсем ответлăха туйса тăрăшнăран хаçат содержанийĕ пуян, ăна вулама кăсăклă. Хаçат страницисенче районти пурнăçа витĕмлĕн, тĕплĕн, тĕрлĕ енлĕн çутатаççĕ. Кирлĕ сĕнỹсемпе канашсем парса çынсене тĕрĕс çулпа малалла çирĕппĕн утма хавхалантараççĕ, ял хуçалăхĕнчи ĕçсем, çитĕнỹсем мăнаçлăх кỹреççĕ, ĕç тата вăрçă паттăрĕсен кун-çулĕпе куççуль кăлармасăр та паллашаймастăн. Ватăсен, çамрăксен, çемьесен ыйтăвĕсене çĕклени чуна ăшăтать. Вуланăçемĕн сисместĕн те, район йĕри-тавра тахăш самантра çаврăнса килетĕн. Паян кулленхи хыпарсенчен тăрса юлсан пурнăç таппипе утаймастăн, çавăнпа та почтальона хапха умне тухса кĕтсе илетпĕр.

Район хаçачĕ вулакансен кăмăлне кайнăранах ăна çырăнса илекенсем те йышлăн. Пурнăç куллен хăвăрт улшăнса пынăран тус-тантăшпа е пĕлĕшпе Интернет урлă курса калаçма, тĕрлĕ хыпарсене илтме, вулама пулать. Çапах та хаçата алла тытса кашни йĕркине вуласа тухни чуна киленĕç панине нимĕнпе те танлаштараймăн.

Редакци сотрудникĕсем пире, ялти корреспондентсене, статьясем çырма хавхалантараççĕ, килмессерен тараватлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Пичет ĕçченĕсене кăткăс та пархатарлă ĕçре малашне те ырми-канми ĕçлемешкĕн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр, вулакансем патне çитсе курма çулăрсем такăр пулччăр, тỹпере çут хĕвел ялкăштăр, кил-йышăрта тăнăçлăх пултăр, калемĕрсем нихăçан та ан мăкалччăр.

Исония ВОЛКОВА. 
Хăвăлçырма ялĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика