Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Районăн вĕçĕмсĕр историне çырать" - Яльчикская районная газета "Елчек ен" ("Яльчикский край") (17.01.2015)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Паян республикăри журналистсем, полиграфистсем, обществăлла корреспондентсем Чăваш пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. Вăл хăйĕн историне Хусанта "Хыпар" хаçат тухма тытăннинчен пуçлать. 1917 çул хыççăн чăваш хаçачĕсемпе журналĕсем йышлă тухса тăма тытăнаççĕ.

Елчĕк районĕн вĕçĕмсĕр историне вара "Колхоз ялавĕ" хаçат 1932 çулта çырма пуçланă. 83 çул тухса тăрать вăл, район халăхне çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарать, районăн экономикипе социаллă пурнăçне çутатать, халăха ырра вĕрентет. Çак вăхăтра район хаçачĕпе çĕр-çĕр ялкор çыхăну тытнă, çĕнĕ хыпарсем пĕлтерсе тăнă.

Интернет, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулин те хаçат пĕлтерĕшĕ çухалмасть. Ăна çав-çавах ватти-вĕтти эрнере икĕ кун кĕтет, кăмăлтан вулать. Мĕншĕн тесен тăван район хыпарĕсемпе çынсем чĕрĕ хаçата алла тытса паллашаççĕ, ăна шанаççĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн çырса пĕлтереççĕ.

"Елчĕк ен" хаçат коллективĕ ура çинче çирĕп тăрать. Хаçатçăсем хăйсен кăларăмне хитре, пуян содержаниллĕ кăларса тăма тăрăшаççĕ. Çакăншăн ăна вулакансем юратаççĕ.

Иртнĕ çул хаçат-журнал кăларăмĕсен хакĕсем 2-3 хут ỹсрĕç. Анчах ял çынни хаçата - чун апатне çырăнса илет. Çавна май хаçат хăйĕн пĕлтĕрхи тиражне сыхласа хăварма пултарчĕ. Хаçат-журнал сарас енĕпе хастар ĕçленĕ почтальонсене, Раççей почтин районти уйрăмĕн коллективне, вулакансене те çакăншăн тав сăмахĕ калатпăр.

Иртсе кайнă çул пирĕншĕн ăнăçлă çул пулчĕ. Журналистсем, хаçат республикăри тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерчĕç, дипломсем çĕнсе илчĕç. Юлашки 5 çулта "Елчĕк ен" республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче умлă-хыçлă 4 хутчен çĕнтерчĕ, укçан грантсем çĕнсе илчĕ. 2014 çулхи итогсемпе "Елчĕк ен" хаçат Раççей прессин ылтăн фондне кĕнĕ. Ку вăл хаçата, унта ĕçлекенсен ĕçне пысăк хак пани пулчĕ.

Чăваш пичечĕн кунĕпе хаçатра вăй хуракансене, пирĕнпе тачă çыхăну тытакан ялкорсене, вулакансене чĕререн саламлатăп, пултарулăх енĕпе ăнăçусем, çирĕп вăй-хал сунатăп.

Н.АЛЕКСЕЕВ, 
хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика