Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.11.16 "Тĕллев пархатарлă", газета "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://info.cap.ru/

Раççейри Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн пуçарăвĕпе çак кунсенче Чăваш Енре семинар иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту наци республикисенче халăха кĕнеке вулаттарассине ÿстерессипе çыхăннă.

Тĕрĕссипе, çак ыйту çĕр-шывĕпех çивĕч-ха. Статистика тĕпчевĕсем тăрăх - 2012 çулта Раççейре пурăнакансен 34 проценчĕ пĕр кĕнеке те вуламан, çав шутра - электрон хальлĕн çÿрекеннине те. Çак кăтарту çуллен-çул ÿссе пырать. Çавна май кĕнеке лавккисем те хупăнаççĕ. Сăмахран, совет влаçĕ вăхăтĕнче вĕсен шучĕ 11 пинрен те иртнĕ пулсан, халĕ пурĕ те 3 пин кăна.

Лару-тăруран мĕнле майпа тухма пулать-ха. Шăпах çавсен тупсăмне шырама тăрăшрĕç те ĕнтĕ форума хутшăннисем. Семинарăн иккĕмĕш кунĕ Наци библиотекинче иртрĕ. Ассоциаци президенчĕ Константин Чеченев пĕлтернĕ тăрăх - чикĕ леш енче пичетленнĕ кĕнекесен 50 процентне библиотекăсенче сутаççĕ. Çак ĕçе йĕркелесе ярсан мĕн тери аван пулмалла, çĕр-шывра 100 пин ытла вулавăш вĕт!

Раççей çав-çавах тĕнчере чи нумай кĕнеке кĕларакан пилĕк çĕр-шыв йышĕнче-ха. Совет саманинче çын пуçне вăтамран 12 кĕнеке кăларнă тапхăр та пулнă, халĕ вара - 3,7 çеç.

Наци республикисенче ĕç-пуç ку енĕпе мĕнлерех-ха. Раççейре 23 наци субћекчĕ. Вĕсем çĕр-шывăн пĕрре виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ. Кунта пĕтĕм халăхăн 17 проценчĕ пурăнать. Пĕлтĕр унти издательствăсем Раççейре кун çути курнă пĕтĕм кĕнекен 7,5 процентне пичетленĕ. Ытлашши мухтанмалли çукрах. 2008 çулхи финанс кризисĕ ку енĕпе те палăрать. Çапах та юлашки виçĕ çулта лару-тăру йĕркене кĕме пуçлани сисĕнет. Раççейĕн ытти регионĕпе танлаштарсан наци республикисенчи кăтартусем начарах та мар-мĕн. Сăмахран, Мордва Республикинче кĕнеке кăларас ĕç виçĕ хут ÿснĕ, Чечняра - икĕ хут ытларах, Дагестанпа Хакас республикисенче - икке яхăн.

Кĕнекене кăларни аван, ăна вулакан патне çитермелле вĕт-ха. Çивĕч çак ыйту тавра пычĕ те калаçу. Хăнасем хăйсен ĕç опычĕпе, шухăшĕсемпе паллаштарчĕç.

Тутар кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Дамир Шакиров хăйсен кăларăмĕсене пропагандăлас тĕлĕшпе куçса çÿрекен куравсемпе, çав шутра Сабантуйра та, усă курнине палăртрĕ. Сăмах май, Тутарстанра социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларма çулленех 50 млн. тенкĕ /çак шута вĕрентÿ учебникĕсемпе тĕллевлĕ майпа кăларакан кĕнекесем кĕмеççĕ/ уйăраççĕ иккен. Кабарда-Балкарти «М.и В. Котляровы» издательствăн директорĕ Мария Котлярова Çурçĕр Кавказра кĕнекесен курав-ярмăрккине йĕркелесе яма сĕнчĕ. Мария Абрамовна шухăшĕпе, унта ку тăрăхри издательствăсем çеç мар, АСКИре тăракан пур регион та хутшăнма пултарĕ. Чечня Республикинчи кĕнеке издательствин директорĕ Анзор Матаев вырăнта Раççей почтипе тачă ĕçленине пĕлтерчĕ. Çапла майпа наци кăларăмĕсене республикăра çеç мар, Бельгири, Норвегири йăхташĕсем патĕнче те сараççĕ-мĕн.

Пирĕн те ку енĕпе хăйне евĕрлĕ опыт пур, унпа Валерий Комиссаров паллаштарчĕ. Вулавçăпа тытакан çыхăнăва издательство ĕçченĕсем тĕрлĕ майпа çирĕплетме тăрăшаççĕ. Кĕнеке презентацийĕсем ирттересси, авторсемпе тĕл пулу йĕркелесси, радиопа, телекуравпа тухса калаçасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Диаспорăпа та çине тăрса ĕçлеме пуçланă. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательстви тата 14 регионпа çыхăну йĕркелесе янă. Чăваш кĕнеки Хабаровск крайне, Тюмень, Кăнтăр-Сахалин, Сарă ту, Кострома, Ростов, Воронеж тата ытти облаçсене çитнĕ.

Татса паман ыйтусем те çук мар-ха. Вĕсем пирки семинарта та калаçрĕç, вăл е ку тĕлĕшпе тумалли ĕçсене çитес çулхи ĕç планне кĕртрĕç.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика