Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://info.cap.ru/ 

Публикации » Николай Никольские «Хыпар» ĕçченĕсем те пуç тайрĕç

19 мая 2017 г.

Иртни кĕнекере çырăнса юлни аван-ха, анчах халăхшăн вышкайсăр пархатарлă ĕçĕсемпе палăрнă çынсене асра тытни тата пĕлтерĕшлĕрех. Шăпах çакна палăртрĕç паян, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче Николай Никольский умĕнче пуç тайма пухăннисем. Паллă ăсчах, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, чăваш чĕлхишĕн чунĕпе çунакан профессор шăпах паянхи кун 139 çул каялла çуралнă. Купăрляна Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Алексей Леонтьев, Н.Никольскин тăванĕ Дмитрий Николаев, ыттисем пухăнчĕç.

— «Хыпар» издательство çурчĕ малашне те «Хыпарăн» пĕрремĕш редакторĕн, хаçат никĕслевçин ятне упрĕ. Унăн вышкайсăр пысăк пултарулăхне халăхра сарас ĕçре хăйĕн тÿпине хывĕ. Ял халăхĕ, эсир Никольские лайăх пĕлетĕр. Ачăрсене, мăнукăрсене ун пирки мĕн пĕлнине каласа хăварма тăрăшăр. Çав астăвăм çитес ăрусенче упрантăр, — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/nikolay-nikolskie-hypar-ecchenesem-te-puc-tayrec

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика